Муркашри «Солнышко» ача садĕнче «Почемучки» аслă ушкăн ачисем математика тĕнчинче тĕлĕнтермĕш ăнăçу кăтартаççĕ. Ачасем 100-е ҫити шутлаҫҫӗ, хушас, кӑларас примерсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫапла пысӑк ҫитӗнусем тунин вӑрттӑнлӑхӗ – воспитательсем хайсен ӗҫӗнче «Стосчет Зайцева» педагогика технологипе анлӑ усӑ курни.
«Стосчет Зайцева» методика ахаль вӑйӑ ҫеҫ мар. Ку методика шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӗҫсӗр-хӗрсӗр числосен тӗнчине вӑйӑ мелӗсемпе илсе кӗрет, вӗрентӳ ӗҫне ачасемшӗн интереслӗрех тӑвать, математикӑна ӑнланса вӗренме май парать. Асӑннӑ технологи ачасене шутлама кӑна мар, математика операцийĕсен логикине ăнланма пулăшать. Ачасем хисепсем епле пулса кайнине, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннине кураççĕ. Ку вара вĕренӳ процесне чылай çăмăллатать тата ăна интереслĕ тăвать. «Стосчет Зайцева» методикипе ӗҫлене чух ачасем савӑнса вӗреннине куратпӑр. Хӑйсен ӳсӗмӗсене курса хавхаланса, ҫунатланса каяҫҫӗ вӗсем. Хӑйсен вӑйне, пултараслӑхне шанма, ҫирӗп ӗненме пуҫлаҫҫӗ, хаваспах татах та татах примерсем шутласшӑн», – теҫҫӗ «Почемучки» ушкӑн воспитателӗсем Светлана Дашкова тата Галина Сазонова.
Ҫапла вара «Стосчет Зайцева» методики чылай ачашӑн ҫӑмăл мар математика хӑнӑхӑвӗсене вӑйӑ мелӗпе алла илме пулӑшать. Ку предмета малашне юратса вӗренме ҫирӗп никӗс хывать. Садикрах ҫак мелпе паллашнӑ ачасен кӑтартӑвӗсем шкулта пысӑкрах пулӗҫ, вӗсем предмета тарӑннӑн ӑнланса, юратса вӗренӗҫ.
Август 2026 |
