Паянхи пурнăçра саккуна пăхăнакан сыхă çынсемпе пĕрлех йĕркене пăсас шухăшлисем те тĕлĕрсе лармаççĕ. Вĕсем те хăйсен «ĕçĕнче» çĕнĕлĕхсене аталантарсах, вĕсене пурнăçа кĕртсех пыраççĕ. Кун пирки каласа панисем массăллă информаци хатĕрĕсенче сахал мар. Çапах ăна пăхмасăрах ултавçăсен серепине çакланакансем пирĕн хушăмăрта çав-çавах тĕл пулаççĕ-ха.
Ултав çулĕ çине тăнисем ыттисене ытларах чухне укçа-тенкĕне инвестицисене хывма астарни тĕл пулать. Çакна валли вĕсем чи малтанах тĕрлĕрен сайт уçаççĕ. Вĕсене практикăра чăннисенчен уйăрма питех те йывăр. Ку схемăпа ĕçлекенсен пĕрремĕш утăмĕ - гражданина хăйсен сайтĕнче регистрацилесси. Иккĕмĕш утăм - виртуаллă счет çине укçа куçарттарасси. Тепĕр чухне çакă тĕрĕс утăм пулнине çирĕплетме укçа хывнă гражданин патне пĕчĕк дивиденд та килме пултарать. Çак илĕртÿлĕх, кăшт вăхăт иртсен, укçан пысăк сумми çухалнипе вĕçленме пултарать. Практикăра пулнă кунашкал кашни тĕслĕхпех Раççейри шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕ çынсем патне çитмелле ăнлантару ĕçĕ туса ирттерет. Анчах хальлĕхе тĕрлĕ сăлтава пула асăрхаттарăва вăхăтра алла илменнисем те сахаллăн мар-ха. Шăпах вĕсем муниципалитет округĕнчи йĕрке пăсакансемшĕн çăмăл çул пулса тăраççĕ. Кунашкал тĕслĕхсемпе хамăр округра пурăнакансене вăхăтра паллаштарса хăйсен пурлăхĕшĕн, пуянлăхĕшĕн, укçи-тенкишĕн сыхă пулма ыйтас килет. Çÿлерех каланине çирĕплетсе кăçал пирĕн округра анчахрах пулса иртнĕ пĕр тĕслĕхпе паллаштаратăп.
Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Перекет банкĕн» Муркашри филиалĕнчен муниципалитет округĕнчи шалти ĕçсен пайне хамăр тăрăхра пурăнакан арçын кредит илнĕ укçан пысăк суммине алла илме тăрăшни пирки хыпар çитрĕ. Йĕрке хуралçисем ку лару-тăру шанчăклă пулманнине ăнланса илсе çийĕнчех тĕрĕслев ирттерчĕç. Пирĕн тĕслĕхре хамăр округра пурăнакан арçын ултавçăсен серепине çакланни паллă пулчĕ.
Ĕçĕ вара çапла йĕркеленсе пынă. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче арçын патне ют номерпе шăнкăравласа инвестицисене укçа хывса хушма тупăш ĕçлесе илме сĕнеççĕ. Арçын «ырă сунакансене» итлесе кĕске вăхăтрах вĕсене 19750 тенкĕ укçа куçарса парать. Хăйсен «клиенчĕ» ултава ăнланманнине шута илсе «ырă сунакан» инвестицирен икĕ хут ытларах тупăш илме сĕнсе çак арçынна 300 пин тенкĕ кредит илме ыйтать. Клиент унпа çăмăллăнах килĕшет. Арçын кредит илме хутсем хатĕрлесе çитерсен укçа патне «Перекет банкĕ» ПАО филиалĕн Муркаш ри офисне пырать. Ку таранчченхи кашни утăма ултавçăсем каланипе тунă арçын иккĕленÿ çуратнăран перекет банкĕн ĕçченĕсем ăна укçа пама тăхтаççĕ. Кун пирки çийĕнчех «Моргаушский» шалти ĕçсен пайне шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Йĕрке хуралçисем вырăна тухсанах кунта ултавçă ĕçленине ăнланса илеççĕ, арçынна палламан номер çине пысăк сумма укçа куçарса парасран сыхласа хăвараççĕ. «Перекет банкĕ» ПАО Муркашри офисĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран ултавçăн ĕçĕ вырăнтах путланчĕ.
Александр МАКСИМОВ, «Моргаушский» шалти ĕçсен пайĕн информаципе тивĕçтерес ушкăн инспекторĕ.
Август 2026 |
