Муркаш округĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене ялан пулăшма тăрăшаççĕ. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине аван ăнланаççĕ ентешсем.
Пĕрисем салтаксем валли апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, теприсем чăлха-нуски çыхаççĕ. Строительство материалĕ, автомобильсем, генераторсем тата ытти хатĕр ăсатакан та сахал мар. «Моргаушцы - ZА Победу» ушкăн волонтерĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округра маскировка сетки çыхасси анлă сарăлнă. Ял çыннисем çак ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Катькас тăрăхĕнче пурăнакансем хастар пулнине палăртмалла.
- Кашни хăйĕн вырăнĕнче пысăк тăрăшулăхпа вăй хурать. Ку пирĕн фронт пулать,- теççĕ ял çыннисем. Маскировка сетки çыхас, дронсенчен пытанма май паракан пончо çĕлес ĕç пĕр кун та чарăнмасть.
- Эпир салтаксене пулăшмасăр пултараймастпăр. Кашни хăйĕн тÿпине хывма тивĕç. Çапла эпир çĕнтерĕве çывхартатпăр, - палăртаççĕ хастар хĕрарăмсем.
Август 2026 |
