Каникул хаваслă пулĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 13:13 Просмотров: 47

Чăваш Республикинче ачасен çурхи каникул кунĕсем анлă та кăсăклă пуласса шантараççĕ. Çак тапхăрта хула тулашĕнчи виçĕ лагерь ĕçлĕ. Унта 390 ача канма тата сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Çакăн пирки регион пуçлăхĕ эрнесерен иртт ерекен канашлура Чăваш Енти вĕренÿ министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Антонина Буданцова пĕлтернĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсем çак енсемпе ĕçлĕç: ăс-тăна çивĕчлетесси тата тĕрĕслесси* культура ăсталăхĕ* ал ĕç пултарулăхĕ тата ытти. Мартăн 22 –30- мĕшĕсенче 300 вĕренÿ учрежденийĕн никĕсĕнче 28 пин ача валли шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлĕç. Ачасем валли мероприяти йышлă пулĕ, вĕсем музейсемпе театрсене, кану паркĕсене çитĕç. Апрелĕн 5 – 16-мĕшĕсенче «Белые камни» физкультурăпа сиплев центрĕнче профиль смени ĕçлĕ. Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи тапхăр та хаваслă иртĕ, лагерьсем майăн 27-мĕшĕнче уçăлĕç, 309 организаци 73 пин ачана йышăнма хатĕр. Хула тулашĕнчи лагерьсем 15 пин ытла ача валли 63 смена сĕнеççĕ. 55 пин ача кăнтăрлахи лагерьсенче канĕ. Путевкăсене çăмăллăх мелĕпе илесси вăйра тăрать. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ачасем валли хăрушлăхсăр тата меллĕ услови туса парасси приоритетлă задача пулнине палăртать. Кăçалтан хула тулашĕнчи лагерьсене канма кайма путевка туянасси патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă тăватă тапхăрпа пулать. Вăл мартăн 29-мĕшĕнче пуçланать. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕн меллĕхĕшĕн тунă. Кашни тапхăрăн хăйĕн вăхăчĕ тата условийĕ. Пушă юлнă вырăнсемшĕн апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа августăн 12-мĕшĕччен заявка тăратма пулать.

ЧР Вĕренÿ министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6