Çĕр-шыв юртан тасалнă май республикăра ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçлеме пуçлать. Çапла вара вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисем тĕлĕшпе çывăх малашлăхра саккунпа палăртнă административлă яваплăх ÿсĕ. Иртнĕ кунсенче типĕ курăка тата юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пĕрле пухса çунтарнипе республикăра сиксе тухнă инкексене пĕтĕмлетсе çапла калама пултаратăп: типĕ курăкпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла. Ку тĕллевпе типĕ çанталăкра çуртсемпе производство объекчĕсем çывăхĕнче, ял патĕнчи пурте усă куракан çĕрсем çинче, çум айне пулнă пушă хирсемпе улăх-çаранта, пурăнмалли çурт-йĕр таврашĕнче, коллективлă садсенче типĕ курăкран тасалма ăна вут тивертессинчен пурин те асăрханмалла. Халĕ вăрмансенче е вĕсем çывăхĕнче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр сем çинче, электропередача линийĕсемпе электроподстанцисем патĕнче типĕ курăкран тасалма вут тивертме тата юр айĕнчен тухнă тĕрлĕ çÿп-çапа пĕр çĕре пухса кăвайт чĕртсе çунтарма пачах та юрамасть.
ПУШАРСЕМ. Вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем округра сахал мар. Паянхи куна илсен округ территорийĕнче пурĕ тĕрлĕ сăлтавпа «хĕрлĕ автан» вăй илнĕ 8 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 тĕслĕх сахалрах. Пĕлтĕр те, кăçал та ирĕке кайнă çулăмра çын вилни е пиçсе кайни пулман. Çÿлерех палăртнă йĕркене пăхăнманнипе пушар кăларнă граждансен вара саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп явап тытмалла пулассине ялан асра тытмалла. Çак йĕркене пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçленĕ вăхăтра пăссан, айăплав виçи пурин тĕлĕшпе те палăрмаллах ÿсет. Республикăра пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçлеме пуçлать. Çак вăхăтра яваплăха туйманнисем тĕлĕшпе айăплав виçи те палăрмаллах ÿснине палăртатăп. Çапла вара пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснă граждансен укçа енчĕкĕсене саккун 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсенне 60 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсĕр ĕçлекенсенне 80 пин тенкĕ чухлĕ, юридици сăпачĕллисенне 800 пин тенкĕ çÿхетме пултарать. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарасси пуçланчĕ ĕнтĕ. Муниципалитет округĕн административлă явап тыттаракан комисси пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан уйрăм гражд ансем тĕлĕшпе пĕлтĕр 7 протокол çырчĕ. Пушар хуралĕ ялсенче те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине тĕрĕслесех тăрать. Пирĕн инспекторсем те ялсенче тат а ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр сенче уçă çулăмпа усă куракансем тĕлĕшпе 5 протокол çырчĕç те ĕнтĕ. Ку ыттисемшĕн те çир ĕп асăрхаттару пуласса шанатăп.
Эпир хамăр округ территорийĕнче паянхи куна типĕ курăка вут тивертнĕ тĕслĕхсене темиçе регистрацилерĕмĕр. Пĕр тĕслĕхĕнче Ильинка тер ритори пайĕнчи сад участокĕнче пĕр хĕрарăм çуп-çап çунтарнă чухне тимлĕхе çухатнипе кÿршĕсен хушма хуралтисем кĕлленчĕç. Тепĕр тĕслĕхре пысăк лаптăк çинчи типĕ курăк çунса кайрĕ. Халĕ илсе кăтартнă тĕслĕхсем ялта е дачăра пур ăнакансене кашнинех тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Ахальлĕн типĕ курăк производство пÿлĕмĕсемшĕн, ял семшĕн, вăрмансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Кун пирки кая юлса аса илес марччĕ.
А. СОРОКИН, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
