Патшалӑх пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче регион ертӳҫин ӗҫне пысӑк хак панӑ. Мартӑн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Вӑл юлашки пилӗк ҫул хушшинче Чӑваш Ен аталанӑвӗ ҫинчен пӗлтернӗ. Сӑмахран, пӗтӗм регион продукчӗ 1,85 хут ӳснӗ, тиесе ӑсатнӑ промышленноҫ продукцийӗн калӑпӑшӗ 2,3 хут ӳснӗ. Бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗ 2,1 хут ӳснӗ. Чӑваш Енре пӗрремӗш хут республика экономики йӗркеленӗ налук калӑпӑшӗ пӗрлештернӗ бюджетран пысӑкрах. «Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах питӗ нумай, ыйтусем яланах ҫителӗклӗ, ку вӑл яланах тимлӗ пулма хушакан лару-тӑру. Анчах Эсир пӗтӗмпех материал ҫинче, результативлӑ ӗҫлетӗр, пӗтӗмӗшле илсен, результачӗсем лайӑх, ҫавӑнпа та эпӗ Сире ҫитӗнӳсем сунатӑп», – тенӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин.
«Ку пысӑк яваплӑх, ҫак шанӑҫа тӳрре кӑларас тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн малалла та ӗҫлес тесе эпӗ пӗтӗм вӑя хума хатӗр», – тав тунӑ Олег Николаев патшалӑх пуҫлӑхне хӑйне шаннӑшӑн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑра логистика центрӗсенче тата пысӑк предприятисенче, ҫавӑн пекех рынокӑн 70 ытла процентне йышӑнса тӑракан апат-ҫимӗҫ оборудованийӗсенче кирлӗ ҫичӗ производство кластерӗ туса локализацилени ҫинчен каласа панӑ. АПК-ра аш-какай, тырӑ-пулӑ тата ҫӑмарта туса илнин кӑтартӑвӗсем ҫӗр процентпа танлашнӑ. Ҫакӑ апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн Доктринине тивӗҫтерет. Инвестицисем 1,7 хут пысӑкланнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре, ҫав шутра «Ҫӗнӗ Шупашкар» производство йышши уйрӑм экономика зонинче тата индустри паркӗсенче 200 миллиард тенке яхӑн 174 проект пурнӑҫлаҫҫӗ. Чӑваш Енре туризм сфери те кал-кал аталанать. Республикӑна килекен туризм юхӑмӗ 1,7 хут ӳснӗ. Атӑл тӑрӑх ҫӳресси, Хусанпа Шупашкар хушшинче шыв маршручӗсем йӗркеленипе, тӑватӑ хут ӳснӗ. Чӑваш Енре социаллӑ сферӑра та пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ: медицинӑра, вӗренӳре, культурӑра. Ҫапла юлашки пилӗк ҫул хушшинче сывлӑх сыхлавӗн 291 объектне, спорт инфратытӑмӗн 98 объектне юсаса ҫӗнетнӗ. Тӑхӑр шкул тунӑ, 111 шкул тӗпрен юсанӑ. Культура енӗпе 452 объекта ҫӗнетнӗ, ҫав шутра 35 Культура ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, регион правительстви Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсенчи Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине туса хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫлани республикӑна малашне потенциалне аталантарма тата экономика кӑтартӑвӗсене ӳстерме май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби.
Август 2026 |
