Подрядчиксем вӑхӑта сая ямаҫҫӗ: январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем сивӗ те шӑратнӑ асфальтобетонпа шӑтӑк-путӑка активлӑн пӗтереҫҫӗ, мартӑн 13- мӗшӗнчен пуҫласа вӗри асфальтобетонпа ӗҫе тытӑнчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра шӑтӑк-путӑк юсавӗн лаптӑкӗ 13 пин тӑваткал метр ытла, ку пӗлтӗрхи тапхӑртинчен виҫӗ хут пысӑкрах. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм- каналӗнче пӗлтернӗ.
Федераци сетӗнче 4 пине яхӑн тӑваткал метр юсанӑ ӗнтӗ, тата 3 пин тӑваткал метр юсамалла. Тата ҫул-йӗр паллине йӗркене кӗртмелле, апрелӗн 15-мӗшӗнче пуҫлама палӑртнӑ. Вырӑнти ҫул-йӗр пирки калас пулсан, кунта 70 пине яхӑн тӑваткал метр юсамалла. Ӗҫ Шупашкарта, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче пуҫланнӑ. Ытти округра вӗри асфальтобетонпа усӑ курса тӑвакан юсав апрель уйӑхӗнче тытӑнать.
Ҫулсене юсамалли плансем ҫинчен ҫынсене уҫҫӑн пӗлтерни, юсаса ҫӗнетмелли участоксене тата ма лашлӑхра тимлемелли лаптӑксене палӑртни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутла тӑп. Информаци кашнинех ӑнланмалла пулмалла. Ҫул хӗрринчи йӑрӑмсене те йӗркеллӗн тытса тӑмалла. Кунпа управляющи организацисем ӗҫлемелле. Республика Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫал ӑх министерствипе муниципалитетсен адми нистрацийӗсем умн е ҫак ӗҫе йӗркелеме, за дач ӑсене тӗп лӗн палӑртма тата ӗҫе мӗнле пурнӑҫланине тӗплӗн тӗрӗслесе тӑма тӗллев лартнӑ, тенӗ регион ертӳҫи.
Август 2026 |
