Тăрăшулăхпа ырă ята тивĕçнисем

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 16:59 Просмотров: 70

Вăхăт уттипе тан пырса паян Муркаш енри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кашни коллективрах иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Шаннă ĕçре яваплăха туйса ĕçлесе пысăк ÿсĕм тунисене халăх умĕнче чысласси округри ĕç ÿсĕмĕн никĕсĕ пулса тăрать. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов пуш уйăхĕнче «Муниципалитет округĕнче 2024 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем çинчен» хушу çине алă пусрĕ. Пĕтĕмлетÿ – çак отрасльте вăй хуракан кашни çыншăн çуллен чи кĕтнĕ самант. Çак кĕрешÿре кашниех çĕнтерме тăрăшать пулсан та, чыса чи маттуррисем тивĕçеççĕ. Вĕсем вара пирĕн пĕр-икĕ çын çеç мар. Кашнин мал туртăмлă ĕçĕ ыттисене хăйсем хыççăн хăвалать, тăрăшсан ÿсĕмлĕ ĕçлеме май пуррине çирĕплетет.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсен экономика ăмăртăвĕн условийĕсемпе тата ăмăртăва пĕтĕмлетекен комиссин ĕçĕпе кăçалхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 419-мĕш номерлĕ хушăвĕпе пĕрлешÿллĕ кооперативсенчи тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе муниципалитет округĕнчи экономика ăмăртăвĕнче çаксем çĕнтернĕ тесе çирĕплетнĕ:

1. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата индивидуаллă предпринимательсем хушшинче:

– «2024 çулхи чи лайăх сĕт ферми» номинацире – Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн Анаткассинчи сĕт ферми. Ĕç коллективĕ çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 3302,3 тонна е сумалли пĕр ĕне пуçне вăтамран 9799 килограмм сĕт сунă. Вĕсене 1-мĕш степень дипломпа тата хаклă парнепе чыслас*

– «2024 çулхи мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен чи лайăх ферма» номинацире – «Бездна» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн мăйракаллă шултра выльăх ферми. Коллектив мăйракаллă шултра выльăха талăксерен 636 грамм ÿт хуштарса çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 146 тонна аш-какай туса илнĕ, выльăхсен кĕтĕвне пĕтĕмпе 1093 пуçа çитернĕ. Ÿсĕмлĕ ĕçленĕшĕн вĕсене 1-мĕш степень дипломпа тата хаклă парнепе чыслас*

– «2024 çулхи чи лайăх чăх-чĕп ферми» номинацире «Моргаушская» чăх-чĕп-фабрики мала тухнă. Кунта çулталăк хушшинче кашни чăхран 338,3 çăмарта илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва 267,9 миллион штука çитернĕ. Вĕсене 1-мĕш степень дипломпа тата хаклă парнепе чыслас.

2. «Пĕр ĕне пуçне 7 пинрен пуçласа 8 пин килограмм таран сĕт сунă дояркăсем» номинацире машинăпа ĕне сăвакан çак операторсене дипломпа тата хаклă парнепе наградăлас:

«Герой»

 Андреева Лариса Алексеевна 7832 кг

Борисова Надежда Михайловна 7832 кг

Ершова Светлана Геннадьевна 7832 кг

Петрова Ольга Витальевна 7832 кг

3. «Пĕр ĕне пуçне 8 пинрен пуçласа 9 пин килограмм таран сĕт сунă дояркăсем» номинацире машинăпа ĕне сăвакан çак операторсене дипломпа тата хаклă парнепе наградăлас:

«Свобода»

Мешкова Ирина Витальевна 8959 кг

Степанова Марина Всеволодовна 8958 кг

«Куснар» агрофирма» АО Игнатьев Олег Ильич 8781 кг

Кулакова Анжела Анатольевна 8781 кг

Иванова Светлана Александровна 8723 кг

4. «Пĕр ĕне пуçне 9 пин килограмран ытларах сĕт сунă дояркăсем» номинацире машинăпа ĕне сăвакан çак операторсене дипломпа тата парнепе наградăлас:

Суворов яч. хис.

Алексеева Галина Юрьевна 9799 кг

Афанасьева Валентина Ивановна 9799 кг

Михайлова Надежда Валентиновна 9799 кг

Антонова Фаина Юрьевна 9799 кг

Михайлова Наталия Зосимовна 9799 кг

Яковлева Галина Геннадьевна 9799 кг

«Свобода»

Анисимова Светлана Вячеславовна 10824 кг

Смирнова Любовь Валериановна 10229 кг

Смирнова Альбина Альбертовна 9622 кг

Обжелянская Тамара Николаевна 9152 кг

«Ударник»

Федорова Валентина Васильевна 9399 кг

Ибрагимов Асадбек Рвшанжон угли 9399 кг

5. «Ферма территорийĕсене тирпейлĕ тытасси» номинацире çаксем çĕнтернĕ

тесе йышăнас:

– «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» – пĕрремĕш степень диплом тата хаклă парне*

– «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕ – иккĕмĕш степень диплом тата хаклă парне*

– «РОСС-АГРО» ООО коллективĕ – виççĕмĕш степень диплом тата хаклă парне.

6. Ял хуçалăх производствинче пысăк ÿсĕмсем тунă ферма ĕçченĕсене дипломпа тата хаклă парнепе çак номинацисенче наградăлас:

– «2024 çулта ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор» – «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Елена Алексеевна КИРИЛЛОВА. Вăл хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен пĕлтĕр 10825 кг сĕт суса пĕтĕмĕшле кăтартăва 163 тоннăна çитернĕ*

– «2024 çулхи чи лайăх техник-осеменатор» – «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменатор Надежда Юрьевна АРХИПОВА*

– «2024 çулхи чи лайăх зоотехник» – çулталăкри сĕт сăвăмне 3302,3 тоннăна çитернĕшĕн тата фермăри кашни ĕнерен 9799 кг сĕт сунăшăн Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникĕ Ирина Анатольевна КАПИТОНОВА*

– «2024 çулхи чи лайăх ветеринари ĕçченĕ» – хуçалăхри ветсанитари ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса пынишĕн Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп ветврачĕ Надежда Ивановна ГАВРИЛОВА*

– «2024 çулхи чи лайăх ферма заведующийĕ» – «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕн управляющийĕ Игорь Николаевич ФЕДОРОВ. Асăннă фермăра выльăхсене пăхас тата апатлантарас тĕлĕшпе малта пыракан çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе анлă усă курса вăтам сăвăма 477 кг ÿстернĕ*

– «2024 çулта мăйракаллă шултра выльăх самăртакан чи лайăх оператор» – «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи мăйракаллă шултра выльăх самăртакан Надежда Валериановна КОЖЕВНИКОВА. Вăл пăхакан мăйракаллă шултра выльăх пĕлтĕр талăксерен вăтамран 834 грамм ÿт хушса хуçалăха 13 тонна аш-какай туса панă*

– «2024 çулта пăру пăхассипе чи лайăххи» – Ильич яч. хис. хуçалăхри Зоя Валерьяновна ВАСИЛЬЕВА. Унăн ушкăнĕнчи пăрусем талăксерен вăтамран 728 грамм ÿт хушнă*

– «2024 çулта чăх-чĕп пăхассипе чи лайăххи» – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче чăх-чĕп пăхассипе ĕçлекен Валентина Апполоновна БЫЧКОВА. Вăл 29,1 пин чăх пăхать. Çулталăкра пĕр чăх пуçне вăтамран 338,3 штук çăмарта илсе ку кăтартăва пĕтĕмпе 9,8 миллион штука çитернĕ*

– «2024 çулта сысна çурисем илекен чи лайăх оператор» – Алина Александровна АФАНАСЬЕВА, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ.

– «2024 çулта сурăх пăхассипе чи лайăх ĕçлекен» – Е. Скворцова ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче сурăх пăхассипе вăй хуракан Надежда Семеновна ГРИГОРЬЕВА. Вăл пăхакан сурăхсем талăксерен вăтамран 105 грамм ÿт хушса пĕтĕмпе 5,4 тонна аш-какай туса илме май панă.

7. Обществăлла пурнăçри активлăхшăн дипломпа тата хаклă парнепе çак ĕçчене наградăлас:

– Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникне Ирина

Анатольевна КАПИТОНОВĂНА. Нумай çул ял хуçалăх производствинче тухăçлă ĕçленĕшĕн муниципалитет округ администрацийĕн Хисеп грамотипе «Оринино» хуçалăх трактористне Ростислав Ильина тата «Герой» хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕн управляющине Игорь Федорова чысланă.

Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн Тав çырăвне «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин çăмарта йышăнаканне Вера Алгасовăна, «Ударник» хуçалăхăн тĕп зоотехникне Мария Именовăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин чăх-чĕп пăхаканне Ираида Милютинăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин производство пуçлăхне Ольга Храмовăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ветеринари аптекин заведующине Виктория Шишкинăна панă.

Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6