Çĕршыв аталану çулĕпе малалла пынă май вырăнсенчи культура учрежденийĕсем те хăйсен ĕçне пурнăç уттипе тан илсе пыма улăштарса, çĕнетсе пыраççĕ. Ку вара ялта пурăнакансене малашлăха пăхса ĕçлеме хавхалантарать, кун йĕркине çĕнĕлĕхсем ытларах кĕртме ыйтать. Çак пĕрлехи мал туртăмлăх ялсенчи культура вучахĕсене тытса тăракансемшĕн те кун йĕркине паян хушма тĕллевсем кăларса тăратать. Халĕ калани – муниципалитет округĕн территорийĕнчи кашни ялтах тĕп вырăнта. Çÿлерех калани муниципалитет округĕнчи культурăпа канăвăн 42 учрежденийĕшĕн, 31 библиотекăпа 3 музейшăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Муниципалитет округĕ аталану çулĕнчен юлманран унăн тытăмĕнче те юлашки 5 çул хушшинче культура учрежденийĕсен хисепĕ пĕчĕкленмен. Çакă пирĕн муниципалитет округĕ аталану çулĕпе малалла пăхни пирки калать.
Нацпроект вăй пачĕ
Пытармалли çук, юлашки çулсенче пирĕн тăрăхри культура отраслĕн аталанăвĕ çине Раççейре «Культура» наци проекчĕ ĕçлеме пуçлани пысăк витĕм кÿчĕ. Патшалăх панă çăмăллăхсемпе тĕллевлĕ усă курса 2020 тата 2023 çулсенче хамăр тăрăхра модельлĕ икĕ библиотека уçрăмăр. Çакă вулавçăсен йышне 1,5 хут ÿстерме май пачĕ. Çитес çулсенче çак ĕçе татах тепĕр 3 библиотекăра ирттерме планлатпăр. Вĕсем пурнăçланасси пирки паян иккĕленÿ çук. 2021 çулта Ярапайкассинче пĕрлехи вăйпа 150 çын вырнаçмалăх Культура çурчĕ хута ятăмăр. Çакă «Екрем» халăх фольклор ансамблĕн спутникне – ачасен «Ярапа» фольклор коллективне – çĕнĕ хăватпа ĕçлеме май туса пачĕ. Асăннă ансамбльсем конкурссемпе фестивальсене активлă хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарчĕç те ĕнтĕ. 2024 çулта Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов пуçарăвĕпе муниципалитетри халăх юррисен «Халăх юрри – халăх хавалĕ» 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта Муркаш округĕнчи 9 коллектив хутшăнчĕ. Асăннă Культура çуртĕнче ирттерекен мероприятисен хисепĕ ÿснĕрен курма пыракансем те палăрмаллах йышланчĕç. Çакăнта, паллах, Культура çурчĕн ĕçченĕсен, «Екрем» халăх фольклор ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçин Виталий Романовăн тÿпи пысăк. Фольклор ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе культурăпа кану учрежденийĕсен 2024 çулхи чи лайăх ĕçченĕ пулса тăчĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнче пуçабюджечĕн программипе ĕçлесси анлă вăй илнине палăртмалла. Çак çулпа 2023 çулта Москакасси террипайĕнчи Рыккакассинче 49 çын вырнаçмалăх модульлĕ пĕрремĕш клуб хута ятăмăр. Ăна ялти клубшăн чи пĕлтерĕшлĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа, музыка инструменчĕсемпе тивĕçтертĕмĕр. Кунта ĕçлеме пуçланă «Рикка» ансамбль çулталăк хушшинчех лайăххисен йышне кĕчĕ, муниципалитет конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Маларах асăннă программăпа кăçал татах 3 модульлĕ клуб тĕлĕшпе ĕçсем туса ирттерме пăхатпăр. Вĕсем: Çатракасси, Шатракасси тата Мăн Шашкар ял клубĕсем. 2020 – 2024 çулсенче «Культурăна аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пирĕн енре 13 культура учрежденине юсама пултартăмăр. Вĕсенчен 5-шне – тĕпрен. Çавăн пекех муниципалитетри 19 культура учрежденине модернизациленĕ пулсан, вĕсенчен 6-шне вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса турăмăр. Округ бюджетĕнчен культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме çулсерен 6 – 7 млн тенкĕ укçа тăкаклаççĕ. Юлашки çулсенче округ территорийĕнчи 15 культура учрежденийĕнче сасă оборудованийĕпе компьютер техникине çĕнетрĕмĕр, проекторсемпе экрансем туянт ăмăр, 13 культура учрежденине музыка инструменчĕсем туянса патăмăр, 17 коллективăнне сцена костюмĕсене çĕнетрĕмĕр.
Автоклуб
Иртнĕ çул пирĕн тытăмра автоклуб ĕçлеме пуçларĕ. Вăл стационарлă клуб çук ялсене çитсе пĕлтĕртенпе унта пурăнакансене савăк юрă-ташăпа савăнтарать. Иртнĕ çулхи сентябрьтен пуçласа ноябрьччен çеç асăннă ушкăнпа 21 хут çула тухрăмăр. Паян та автоклуб ялсене тухса унта пурăнакансене тулли савăнăç парнелет. Кунта манăн ял çыннисене пирĕнпе тачă çыхăну тытма сĕнес килет. Сирĕн заявкăсем пулсан, пирĕн артистсем пĕр тăхтаса тăмасăр эсир чĕннĕ çĕре концерт программипе çитĕç, сире савăк кăмăл парнелĕç. Автоклуб уйрăмах пĕчĕк ялсемшĕн пысăк савăнăç пулнине куратпăр. Ăна шута илсе çак проекта пурнăçа кĕртнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата Чăваш Республикин Правительствине тав сăмахĕ калатпăр.
Фестиваль-конкурссем
Ырă йăлана пăсмасăр эпир çулсерен ялсенчи художество пултарулăх коллективĕсен смотрне ирттеретпĕр. «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс муниципалитет округĕ малашлăха пăхса пурăннине çирĕплетет. Пирĕн тăрăхра ăна 1952 çултан пуçласа ирттереççĕ. Коронавирус алхаснă вăхăтра çеç вăл икĕ çул онлайн-форматпа иртрĕ. Пытармалли çук, культура аталанăвĕн ĕç форми пулнăран вăл художество пултарулăх коллективĕсене тата вĕсен ертÿçисене тăтăшах интереслĕ те паха программăсем хатĕрлеме хавхалантарать. Фестиваль-конкурссене çуллен 50 коллектив е ытларах та хутшăнни ялсенчи культура аталанăвĕ ыранхи куна пăхса пурăннине çирĕплетет. Вĕсен пурин те художествăпа пултарулăх виçи çÿллĕ шайра пулнăран вырăнти артистсем куракансене паха концерт программисемпе савăнтараççĕ. Ташă-юрă коллективĕсемпе театрсенчен 15-шĕ иртнĕ çулсенче халăх ятне тивĕçрĕç, ăна вĕсем кăçал та курăмлă çирĕплетсе парасса шанатăп. Аслисемпе пĕрлех ачасен ансамблĕсем те пире тăтăшах савăнтараççĕ. Вĕсем: Муркашри Культура çуртĕнчи «Шăпчăк» тата «Ювента» ансамбльсем, Мăн Сĕнтĕрти «Çамрăк çăлтăрсем» ансамбль тата Катькасри «Хунав» ансамбль. Çакна палăртма кăмăллă, кăçалхи смотр-конкурсра Ярославкăри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ачасемпе çамрăксен «Самана» вокалпа инструментсен асамблĕ (ертÿçи – А. Яковлев) хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Çÿлерех асăннă мероприятисĕр пуçне пирĕн округра тăтăшах «Юратсан юрлас килет», «Я помню, я горжусь!», «Сурăм çăлтăрĕсем», «Халăх юрри – халăх хавалĕ» т. ыт. фестиваль-конкурссем иртеççĕ.
«Культурăллă юнкун» проект
Иртнĕ çулхи октябрьте пирĕн округра «Культурăллă юнкун» проект пурнăçа кĕме пуç ларĕ. Çĕнĕлĕхе ырлама та сăлтав пур: çавăнтанпа кашни юнкунах пирĕн округа патшалăх театрĕсем, концерт ăстисем килеççĕ. Пирĕн округ валли çак çула уçса панăшăн Чăваш Республикин культура министрне Светлана Кали ковăна тав тăватăп. 2024 çулта муниципалитет территорийĕнче ирттернĕ 10 мероприятие 1709 çын хутшăннă. Асăнн программăсене активлă хутшăнакансем хушшинче «Пушкин карттин» хуçисем 706 çын. Асăн нă программа пирĕн учрежденисене бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе ытларах усă курма май парать. 2024 çулта «Пушкин картти» программăна пурнăçа кĕртсе культура учрежденийĕсем пĕтĕмпе 252 мероприяти ирттерме пултарнă. Вĕсене пĕтĕмпе 3700 ачана явăçтарни çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Культура çурчĕсемпе ял клубĕсенче уйрăмах тăван енпе кăсăклантаракан мероприятисем, Раççее тата тăван ене юратма вĕрентекен концертсемпе ытти мероприяти ăнăçлă иртнине палăртса хăвармалла. Кунта нумаях пулмасть кун çути курнă «Муркашсем – юрă-кĕвĕ ăстисем» кĕнеке пирки те каласа хăвармалла. Унта пирĕн округра çуралса ÿснĕ 25 композиторăн 75 юррине кĕртрĕмĕр. Кĕнеке презентацине ăста юрăçăсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем хутшăннипе ирттертĕмĕр. Тепĕр презентацие вырăнти артистсен пултарулăхĕпе ирттерес тĕллев пур. Библиотекăсем Ял пурнăçĕ пĕр вырăнта тăманнине эпир вырăнти библиотекăсем мал туртăмлă ĕçленинчен те куратпăр. Çак тĕллевпе çулленех библиотекăсене юсатпăр, унти кĕнеке фончĕсене çĕнететпĕр. Иртнĕ çул çеç муниципалитет округĕнчи вулавăшсем валли пĕтĕмпе 6 пин кĕнеке туянтăмăр. Вĕсенчен çурри – ача-пăча литератури. Библиотекăсене пĕтĕмпе 844 экземпляр хаçатпа журнал çырăн са патăмăр. Çакă та вулавçăсене пирĕн патăмăра ытларах илсе килме пулăшрĕ. Кашмашри ял библиотеки яллă вырăнсенчи культура учрежденийĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра «Ялти чи лайăх библиотека» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Кунпа пĕрлех Мăн Хураçкари ял библиотекин ертÿçи Екатерина Кочанова тата Атапайĕнчи ял библиотекин ертÿçи Татьяна Сорокина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕç. Çакă та пирĕн библиотекарьсем малашлăха шанса, ыранхи куна пăхса ĕçленине кăтартать.
Кадрсем
Пирĕн муниципалитет округĕнчи культура отраслĕнче паянхи куна пĕтĕмпе 115 çын вăй хурать. Вĕсенчен 70 проценчĕ – аслă пĕлÿ, 30 проценчĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ специалистсем. Каласа хăвармалла, çак йышран 15 ĕçченĕ хăйсен тăрăшулăхĕпе «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнине палăртатăп. Кунпа пĕрлех «Земство культурин ĕçченĕ» проекта хутшăнма та 2 заявка тăратрăмăр.
Пирĕн тĕллевсем
Муниципалитет округĕнчи культура ĕçченĕсем тăтăшах малалли куна пăхаççĕ, ăна пурнăçа кĕртме вĕсем яланах шыравра пулнипе палăраççĕ. Паян пирĕн умри тĕп задачăсенчен пĕри вăл – Муркашра çĕнĕ Культура çурчĕ тăвасси. Кунпа пĕрлех Тури чăвашсен музейĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттересси те – пирĕн умра тăракан тĕллевсен шутĕнче. Муркашра кăçал кинозал хута яма тата Юнкăри Культура çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрнă ĕнтĕ. Унпа тĕллевлĕ усă курасси – çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕç. Май килнипе усă курса Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхне Алексей Матросова, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене пирĕн умра тăракан çивĕч ыйтусене ăнланнăшăн тата вĕсене татса парассипе пĕрле пул са пĕр тĕллевпе ĕçленĕшĕн, ялан пулăшса пынăшăн тав тăватăп. Культура ĕçченĕсен кунĕ çывхарнă май вара çак сферăра вăй хуракансене, хамăрăн ветерансене професси уявĕпе чунтан саламлатăп. Эсир хăвăрăн ĕçĕре малашне те юратса пурнăçласса, ăна валли сывлăх çирĕп пуласса, ĕçре те, çемьере те килĕшÿпе юрату хуçаланасса шанатăп.
Любовь РЫЖКОВА, муниципалитет округ администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
