ИСТОРИРЕН.
Ярапайкассинчи вăтам шкул 1897 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче уçăлнă. Шкул ятне документ çине çапла çырса хунă: «Ярабайкасинское начальное земское училище Козьмодемьянского уезда Казанской губернии». Пĕрремĕш учитель Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ, Мăн Сĕнтĕрте
Учитель пулăшаканĕнче ĕçленĕ Никандр Петров пулнă. Çак шкулта вĕрентнĕ иккĕмĕш учитель – Тимофей Егоров. Вăл та Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен И. Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ку шкулта 1899 – 1900 çулсенче ĕçленĕ. 1900 – 1904 çулсенче шкулта Чикмери учительсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ Лука Столяров тăрăшнă. 1904 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Клавдия Тетерина ĕçлеме тытăннă. 1986 – 2013 çулсенче «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» палла тивĕçнĕ Н. Кудряшов Ярапайкасси шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Çак çулсенче шкулăн икĕ хутлă çуртне хăпартнă, 8 çул вĕренмелли шкул пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пулса тăнă. 1997 çулта шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне анлă паллă тунă. Уява пĕтĕм шкул тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕ. Çак ĕçре В. Петрова истори учителĕн те тÿпи пысăк пулнă.
Халĕ ку шкул самай кивелнĕ ĕнтĕ, унта капиталлă юсав кирли палăрать. Муркаш округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçе пурнăçлассипе «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа мартăн 3-мĕшĕнче килĕшÿ тунă. Мартăн 6-мĕшĕнче ĕç ушкăнĕ, вăл шутра округ администрацийĕн представителĕсем, вĕренÿ пайĕн ĕçченĕсем, шкул ертÿçи подрядчикпа ĕç ларăвĕ ирттернĕ, ĕç условийĕпе графикне сÿтсе явнă. Ярапайкасси шкулĕн тата Калайкасси шкулĕн администрацийĕсем 77 ачана (100 процент) вĕренме куçарассипе ĕçлеççĕ. Калайкасси шкулĕ 363 ача вĕренмелĕх учреждени шутланать. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Калайкасси шкулĕнче 154 ача вĕренет. Ярапайкасси шкулĕн ачисем валли 2024 – 2025 вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкне ирттерме асăннă шкулта услови туса панă.
Капиталлă юсава республикăн 2025 çул бюджечĕн саккунĕ шайĕнче ирттереççĕ. Укçана республика бюджетĕнчен 85756,8 пин тенкĕ уйăраççĕ, вырăнтан хушма финансласси 6980,2 пин тенкĕпе танлашать. Графикпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕ мартăн 24-мĕшĕнче пуçланмалла, çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вĕçленмелле. Шкулăн кантăкĕсемпе алăкĕсене улăштармалла, стенасене штукатурка тумалла, никĕсне çирĕплетмелле, пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçĕсене пурнăçламалла тата ытти те.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
