«Республикăн сывлăх сыхлавĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр пысăк утăм. 2025 çулта тума палăртнă çĕнĕ йышши модульлĕ виçĕ фельдшерпа акушер пунктне Чăваш Енти ялсенче вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Халĕ вĕсенче шалти ĕçсем пыраççĕ. Çакăн пирки паян регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтерчĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче 9 ФАП тумалла. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Муркаш, Улатăр тата ытти округра пулĕç. Çавна май çав тăрăхри ялсенчи çынсем килтен инçех мар çĕнĕ йышши тата меллĕ условисенче кирлĕ медицина пулăшăвĕ илме диспансеризаци ирттерме пултараççĕ. Президентăн наци проекчĕсен задачисене пурнăçланă май, юлашки пилĕк çулта инфраструктурăна палăрмалла çĕнетрĕмĕр. 2020 –2024 çулсен тапхăрĕнче яллă вырăнти кашни пиллĕкмĕш больница çуртне юсарăмăр, амбулатори звенинчи авариллĕ тата кивĕ çуртсене икĕ хут сахаллатрăмăр».
Август 2026 |
