Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе пуç хунисем яланах пирĕн асра, вĕсен ырă сăнарĕ кунсерен умра, паттăрлăхĕ те манăçмасть. Паттăрсен ячĕпе муниципалитет округĕнче ирттерекен кашни ăмăрту уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани памалли меллĕ çул пулса тăрать, ачасенче патриотизм туйăмне аталантарать.
Иртнĕ кунсенче муниципалитет округĕнче хамăр ентеш тата ОМОН салтакĕ Г. Е. Кудьков ячĕпе ятарлă призпа кубокшăн республика шайĕнчи волейбол турнирĕ иртрĕ. Вăл Москакассинчи вăтам шкулта пулчĕ. Ырă йăлана кĕнĕ турнир кăçал 26-мĕш хут «Физкультурăпа спорта аталантарасси» патшалăх программи тытăмĕнче иртрĕ.
– Эпир хамăрăн ентешĕн паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр. Вăл çитĕнекен ăрушăн Тăван çĕршыва юратассин ырă тĕслĕхĕ пулса тăрать. Паян та Муркаш каччисем ыттисемпе пĕрле Тăван çĕршыва ятарлă çар операцийĕнче хÿтĕлеме хутшăнаççĕ, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, – терĕ Москакассинчи вăтам шкулта хамăр ентеш тата ОМОН салтакĕ Г.Е. Кудьков ячĕпе ятарлă призпа кубокшăн республика шайĕнче ирттерекен волейбол турнирне уçса Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов. Алексей Николаевич ОМОН салтакĕсене хăйсен çарти юлташне манманшăн, Москакасси территори пайĕпе вырăнти вăтам шкула паттăр салтака асра тытнăшăн тав турĕ, ăмăртăва килнисене ăнăçу сунчĕ. Традициллĕ ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунакансем татах та пулчĕç. Вĕсем хушшинче Муркаш округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Расколова, Москакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов тата ОМОН членĕсем.
– Паянхи ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелени эсир хăвăрăн ентеше тата çарти пирĕн юлташа манманни пирки калать. Тавах сире хăвăрăн паттăр ентеше асра тытнишĕн, – терĕç омоновецсем спорт уявĕ йĕркелекенсене тав туса.
Ăмăртăва уçма пынă «Сердца трех» эстрада коллективĕн репертуарĕнчи патриотизм юррисем çак кун кашнине çывăх янăрарĕç. Кун хыççăн турнир уçма пухăннисем Москакассинчи вăтам шкулта Г. Е. Кудьков ячĕпе уçнă Асăну хăми патне чечексем хучĕç (сăн ÿкерчĕкре). Ăмăртăва хутшăнма палăртнă вăхăта 6 команда килсе çитрĕ, «Оринино-1», «Оринино-2», Орининти вăтам шкул, «МетПласт», «ОМОН», «Ярапай». Вăйăсем Орининти тата Москакассинчи вăтам шкулсен спортзалĕсенче иртрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре «Метпласт» çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – «ОМОН» тата «Оринино-1» командăсем.
Хамăр инф.
Август 2026 |
