Социаллă услугăсен пуххине индексациленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 15:45 Просмотров: 75

2025 çулта Чăваш Енте федераци çăмăллăхĕпе усă куракан 31198 çын социаллă пулăшусен пуххине (НСУ) натураллă мелпе илсе тăрать. Социаллă услугăсен пуххине (НСУ) февралĕн 1-мĕшĕнчен индексациленĕ, унăн калăпăшĕ 1728,46 тенкĕпе танлашать. Аса илтеретпĕр, федераци çăмăллăхĕпе усă куракансем шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, инвалид ушкăнĕ пур çынсем, инвалид ачасем, çар ĕçĕсенче вилнисен çемье членĕсем, радиацие пула шар курнисем кĕреççĕ. Социаллă пулăшусен пуххине (НСУ) врач рецепчĕ тăрăх тÿлевсĕр паракан эмелпе усă курасси, санаторинче сипленесси, сиплев вырăнне чукун çул транспорчĕпе, хуласем хушшинчи транспортпа кайса килесси кĕрет. Çаксемпе натураллă мелпе те, тепĕр майлă каласан, услугăсемпе е укçан та усă курма пулать. Услугăсемпе ку таранччен усă курма килĕш меннисем ăна пама ыйтса заявлени 2025 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен çырма пултараççĕ. Заявлени çырнă хыççăнхи йышăну 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Ăна патшалăх услугисен порталĕ урлă е социаллă фондăн клиент службинче çырма пулать.

Раççей Социаллă фончĕн ЧР уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6