Ачасем салтакпа калаçрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 15:42 Просмотров: 84

Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ пынă май, округри шкулсенче ачасене патриотла воспитани парасси çине вĕрентекенсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çар çыннисемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтак – хальхи вăхăтри паттăр. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Салтаксем тăван киле отпуска таврăнсан вара хăйсем вĕреннĕ шкула çитсе килме тăрăшаççĕ. Кун пек тĕл пулу Муркаш шкулĕнче те сахал мар иртет. Нумаях пулмасть шкула хăй вăхăтĕнче çакăнта вĕреннĕ салтак килсе кайрĕ. Халĕ вара кунта унăн ачи парта хушшинче ларать. Салтак çамрăк ăрупа калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, аякри пурнăç куллен епле иртни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл каланă тăрăх, çуралнă кил, тăван ен, шкулта вĕреннĕ вăхăт тăтăшах аса килет. Пĕчĕк тăван çĕршыв асран тухмасть. Ачасем çар ĕçĕпе кăсăкланчĕç. Салтакăн ун пирки те каласа кăтартмалли сахал мар пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕсем пурте пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6