Мартăн 19-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов, Гражданла хÿтлĕх мероприятийĕсемпе тивĕçтерессин службин ертÿçин çумĕ Вениамин Петров килчĕç.
Чи малтанах республика представителĕ, Муркаш округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ - территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн ертÿçи Андрей Мясников тата ыттисем граждансен йышăнăвне ирттерчĕç. Йышăнăва виçĕ çын хутшăнчĕ. Пĕри хăйĕн ĕçне уçма котельнăй пулнă çурта производство тĕлĕшпе арендăна илесшĕн, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма палăртать. Ĕçе тĕплĕ тишкернĕ хыççăн администраци хурава çырупа пĕлтерет. Сыпайсем виçĕ ыйтупа килнĕ, вĕсене пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчи пĕвесем пăшăрхантараççĕ. Ял ĕнисене кĕтÿ çÿретмелли вырăн юлманни те – сыпайсемшĕн çивĕч ыйту. Авалтан пыракан йăлапа ĕнесене ял çывăхĕнчи улăхра çÿретнĕ. Халĕ вара çĕре унти пуçаруллă икĕ çын саккунлă майпах пайласа илнĕ. Хыççăн ĕç ушкăнĕ Шетмĕпуç территори пайне çитрĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех пай пуçлăхĕ Борис Васильев, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Рената
Ананьева, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов тата ыттисем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи калаçăва пуçличчен Андрей Мясников Культура çуртĕнче фронт валли сетка çыхакансене тата салтаксене пулăшакансене тав турĕ. Информаци ушкăнĕ унта пынă чухне вĕсен хĕрÿ ĕç пыратчĕ. Тĕслĕхрен, Галина Тихоновăпа Зинаида Сергеева - Автанкассинчен. «Виççĕмĕш çул çакăнта ĕçлеме килетпĕр эпир, ыттисем - шетмĕпуçсем. Фронтрисене пулăшу пултăр. Вĕсемшĕн тăрăшатпăр. Эпир кунта ăшăра ĕçлетпĕр», - теççĕ автанкассисем. Кун йĕркинче пĕрремĕш ыйту çул-йĕр юсасси, тăвасси тата обществăлла территорие хăтлăх кĕртесси пирки пулчĕ. Çак ĕçсен пилĕк çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе Андрей Мясников паллаштарчĕ. 2020 - 2024 çулсенче «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çул-йĕр» наци проекчĕ шайĕнче округра 19,7 километр тăршшĕ 7 автоçул çинче ĕçсем туса ирттернĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса 95 çулăн 65,9 километрĕнче юсав ирттернĕ, 6 картиш территоринче хăтлăх кĕртнĕ. Шывпа тивĕçтерекен 105 объектра капиталлă юсав ирттернĕ. Çак тапхăрта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ку йăлтах çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе çыхăннă. Малашнехи ĕç планĕ те пысăк.
Иккĕмĕш ыйту - çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен çĕр саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмасан ăна туртса илес ыйту тухать. Çĕре йĕркене кĕртме виçĕ çул параççĕ. Енчен те çак тапхăрта çĕр ĕçченĕ çĕрпе тĕллевлĕ усă курмасан ăна туртса илĕç. Çĕнĕлĕхĕн тĕп тĕллевĕ çĕрпе тухăçлă усă курассине тавăрасси. Ун пирки Андрей Мясников пĕлтерчĕ. Çурхи кунсем çитнĕ май, шыв-шурпа асăрхануллă пулас, пушартан сыхланас ыйтусем пĕлтерĕшлĕ. Ку ыйтусем çинче Вениамин Петров чарăнчĕ. Республикăра çурхи шыв-шурпа кĕрешес ĕçсене туса ирттернĕ. Кăçал юр сахал çунăран пысăк хăрушлăх палăрмасть. Сыхлăх вăл пур çĕрте те кирлĕ. Хĕвелпе пĕве çинчи пăр йăшса пынăран хальхи вăхăтра унта пачах та кĕме юрамасть. Вăл питĕ ултавлă. Çакăн пирки ачасене асăрхаттарса тăмалла, пулăçсен те тимлĕ пулмалла. Юлашки 5 çулта кăна шыв çинче 168 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, округ территорийĕнче - 21 çыннăн. Çуркунне чылайăшĕ картиш таврашĕнчи çÿпĕ-çапăна çунтарма тăрăшать. Çак ĕçе пушар хăрушсăрлăх тапхăрĕ пуçланиччен кăна асăрхаса тăнипе тума юрать. Типĕ курăка чĕртсе яни те пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Юлашки 5 çулта вут-çулăмра 360 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра округра - 20 çыннăн. Кашни 5 пушар - типĕ курăка çунтарнипе, кашни 7 пушар мунчара тухнă. Йĕркене пăсакансене мĕнле яваплăх кĕтнине те аса илтерчĕç тĕл пулура.
Шетмĕпуç тăрăхĕнче пурăнакансен ыйтусем çук мар, уйрăмах тивĕшсен нумай пулчĕç вĕсем. Новая тата Зеленая урамсенче çутă кирлĕ, Тивĕш плотинине юсаса пама ыйтаççĕ. Южная урамра шыв башни тата шыв пăрăхĕ юсанă хыççăн çул-йĕр питĕ япăхса кайнă, иртсе çÿреме йывăр. Тивĕш ялĕ çумĕнче 3 гектар çĕр усăсăр выртать, унпа чылай çул усă курманран халĕ хыт-хура айне пулнă. Ку вара пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Çакăн пек ыйтусем хускатрĕç Шетмĕпуç тăрăхĕнчи çынсем.
Тĕл пулусем Çатракасси тăрăхĕнче те иртрĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
