Тăваттăмĕш хут хăмла тата сăра тăвассипе Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале республикăра ирттерме хатĕрленетпĕр. Çапла пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче. Июлĕн 12 -19-мĕшĕсенче Шупашкар çĕршыври хăмла пурнăçĕнь центрĕ пулса тăрĕ. Фестиваль республика бренчĕ ята тивĕçрĕ. Вăл хăмла туса илессине тата туризма аталантарма хистет. Иртнĕ çул фестивале 50 пин çын килсе курнă, кăçал хăнасем тата ытларах пулĕç. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль - янкăр та асра юлакан уяв çеç мар, вăл чи лайăх сăра тăвакансемпе фермерсен çимĕçĕпе паллашма та май парать. Профессионалсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лаптăк пулса тăрать. Республикăра хăмла туса илессине ÿстерме чăн импульс пани пĕлтерĕшлĕ.
Хăмла туса илесси - Чăваш Республикин йăлана кĕнĕ енĕ. Эпир çак отрасльти пĕтĕм технологие алла илнипе мăнаçланатпăр. Çакна эпир хамăр ученăйсемпе хăмла туса илекенсене активлă пулăшнипе тума пултартăмăр. Планеркăра кашни муниципалитет умне задача лартрăм – хăмла туса илессине аталантармалли нумай вăхăтлăх план хатĕрлемелле, вырăнти потенциалпа хальхи требованисене шута илмелле. Ял хуçалăх министерствине çак плансене фестиваль тĕлне пĕтĕмлетме хушрăм. Çапла эпир вĕсене пурнăçлассипе хамăр тĕллевсемпе майсем çинчен хăюллăн пĕлтерĕпĕр, тенĕ регион ертÿçи.
Август 2026 |
