Сăвăма ÿстерсех пыраççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 15:01 Просмотров: 65

Муркаш муниципалитет округĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче çулсерен экономика ăмăртăвĕ ирттересси ырă йăлара. Ял хуçалăх производствинче пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе палăрнисем хушшинче «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхри Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем те пур. Вĕсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): сĕт ферминче 21 çул ĕçлекен 3 ача амăшĕ Светлана Ершова тата унпа пĕрле 14 çул вăй хуракан 5 ача амăшĕ Ольга Петрова. Вĕсем тата пĕрле ĕçлекен Лариса Андреевăпа, Надежда Борисовăпа çулталăк хушшинче хăйсен ушкăнĕсенчи кашни ĕнерен 7832 кг сĕт суса илнĕ. «Ку пирĕншĕн чикĕ мар-ха», - терĕç вĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6