Муркаш тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова пĕлтернĕ тăрăх, аслисем гриппа чирлесси икĕ хут ÿснĕ, 5-рен 10 çын таран* пневмонипе чирлесси те ÿснĕ, 1 çынран 8 çынна çити. Çавăн пекех ачасем пневмонипе чирленине те регистрациленĕ. Ку енĕпе чикĕлев ĕçĕсем Чуманкасси шкулĕнче, «Мечта» ача садĕнче малалла пыраççĕ, гриппа тата ОРВИпе чирленĕрен - Москакасси тата Калайкасси шкулĕсенче. Çак лару-тăру пирки тĕп врач округри эрнесеренхи ларура пĕлтернĕ.
Август 2026 |
