Ака-сухана тухас вăхăт та инçе мар. Ответлă çак тапхăра хатĕрленесси епле пынине округ администрацийĕнче эрне пуçламăшĕнче иртнĕ ларура пăхса тухнă. Ку тĕлĕшри лару-тăру пирки ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Татьяна Павлова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, пĕтĕм ака-суха лаптăкĕ округра 23 пин гектара яхăн йышăнать, вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура - 8,8 пин гектар, çĕр улми - 280 гектар, пахча çимĕç - 103 гектар, техника культури - 400 гектар. Кĕрхи культурăсене 4907 гектар çинче акса хăварнă. Планпа пăхнă тăрăх çитес вăхăтра 2200 тонна вăрлăх акса хăвармалла, çак вăхăт тĕлне 1430 тонна вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Вăрлăх кондицилĕхĕ 65 процентпа танлашать. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме 2320 тонна минераллă удобрени кирлĕ.
Август 2026 |
