Пушартан сыхланар

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 14:56 Просмотров: 84

2025 çулта Чăваш Енти пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çакăн пирки калакан постановленине премьер-министр тивĕçне пурнăçлакан Сергей Артамонов алă пусса çирĕплетнĕ. Документра вăрман тата çут çанталăк пушар хăрушсăрлăхĕн объекчĕсен переченьне палăртнă. Вăл шутра: çынсем пурăнакан 199 вырăн, ача-пăча канăвĕн 13 лагерĕ тата 23 сад юлташлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, 2021 çулта пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕ апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçланнă, 2022 çулта - апрелĕн 11-мĕшĕнчен, 2023 - 2024 çулсенче - апрелĕн 1-мĕшĕнчен.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1