Тепĕр чухне çапла пулать. Ирхине тăратăн та хăвна çывăрман пекех туятăн. Пуç ыратать, ирех вăй çук. Кăмăл та чаплах мар. Çакă тĕрĕс мар выртса çывăрнипе çыхăннă. Мĕнле тĕрĕс çывăрмалла? Кун пирки Дмитрий Симкин остеопат каласа парать. Тухтăр каланă тăрăх, хырăм çинче çывăрни тĕрĕс мар. Кун пек чухне çын пуçнет пăрать. Çапла туни мăйри юн тымарĕсене чăрмав кÿрет. Юн тымарĕсене пусăрăнтарни юн куçассине чакарать. Ир тăрсан кун пек чухне пуç ыратма пултарать. Тухтăр минтерсĕр е пĕчĕк минтерпе çывăрни сиенлĕ тесе шутлать. Мĕншĕн тесен пуç усăнать, мăй хуçланать.
– Алăна пуç е минтер айне хурса çывăрма пăрахăр. Ку хулпуççири шăмă сыпписене чăрмав кÿрет. Кун пек чухне хулпуççи ыратма пултарать, – асăрхаттарать тухтăр.
Дмитрий Симкин остеопат çурăм çинче çывăрма сĕнет. Минтер çÿллĕ пулмалла мар. Кун пек чухне мăй канать. Епле выртса çывăрни шалти органсем çине те витĕм кÿрет. Кун пирки Светлана Бурнацкая терапевт асăрхаттарать. Вăл та çурăм çинче выртса çывăрма сĕнет. Кун пек чухне пĕтĕм кĕлетке канать, çын лăпкăн сывлать. Аяк çинче çывăрсан çын харлаттарма пултарать.
Август 2026 |
