Чикĕ палăртман çĕр лаптăкĕ пирки

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 13:28 Просмотров: 124

2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса чикĕ палăртман çĕр участокĕсене учета илессине тата регистрацилессине вăхăтлăха чараççĕ. Чару асăннă çĕр лаптăкĕсем çинче вырнаçнă çурт-йĕршĕн те ĕçлĕ. Çĕнĕлĕх çĕр участокĕн категорине те, унпа усă курма илнĕ ирĕке те пырса тивмест. Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче çĕр участокĕн калăпăшĕ пирки кăтартни çук пулсан, çав лаптăк чăнлăхра ăçта вырнаçнине те, унăн лаптăкĕ мĕн чухлĕ пулнине те пĕлейместĕн. Росреестрăн Чăваш Республикинчи уп­рав ленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева каланă тăрăх, çĕр участокĕн чиккисене çирĕп палăртман чухне практикăра час­часах кÿршĕллĕ çĕр лаптăкĕсен хуçисем хушшинче хирĕçÿллĕ лару­тăру сиксе тухма пултарать. Вĕсен тавлашăвне нумай чухне судăн татса пама тивет. Кунта çакна палăртса хăвармалла, судра çĕр участокĕн чиккисене палăртасси – нумай вăхăта тăсăлакан чи йывăр ыйтусенчен пĕри. Татьяна Вячеславовна каланă тăрăх, практикăра час­часах кÿршĕллĕ çĕр учас­ токĕсен хуçисем капиталлă строительство объекчĕсене çĕр лаптăкĕн чиккисем тĕрĕс пулнине пăхмасăрах туса лартни куç умне пулать. Кун пек чухне вăл е ку çурт­йĕр практикăра час­ часах кÿршĕн çĕр лаптăкĕ çинче е çурт­йĕр çавăрма пăхман участокра çĕкленсе ларать. Ку вара кÿршĕсем хушшинче нумай вăхăта тăсăлакан тавлашу­хирĕçĕве çуратать. Çавăн пекех вăл е ку çĕр лаптăкĕн палăртнă чиккисем çук пулсан тата вăл çĕр çинче пурнăçланă хуçалăх ĕçĕсем палăрмасан патшалăх е муниципалитет влаçĕсем вăл çĕре ирĕклĕ тесе унпа хăйсем пăхнă пек усă курма, ун çинче тепĕр çĕр участокне çĕнĕрен йĕркелеме пултараççĕ.

«Юлашки çулсенче эпир граждансене çĕре виçсе унăн чиккисене вăхăтра палăртассине çирĕп йĕркене кĕртесси пирки пĕрре мар асăрхаттартăмăр. Çак вăхăт çитрĕ. Паянхи саккунсемпе килĕшÿллĕн виçмен лаптăкĕсемпе граждансем нимĕнле ĕç те тăваймаççĕ. Çак çĕнĕлĕх çĕр хутшăнăвĕсенче йĕрке тума пулăшмалла тесе шутлатпăр. Çапла вара çĕр картти çинче малашне «шурă пăнчăсем» сахалрах пуласса шанатпăр. Граждансене те çĕр лаптăкĕсем туяннă чух маларах вĕсем хăш тĕлте вырнаçнине кадастр карттипе тĕрĕслеме сĕнетпĕр», – ăнлантарать Росреестрăн Чăваш Республикинчи управ­ ленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева. «Кадастр инженерĕсен ассоциацийĕ» организацин регионти представителĕ Елена Ермакова чылайранпа кĕтнĕ улшăнусем паян пуриншĕн те вырăнлине палăртать.

Елена Александровна шухăшĕпе вăя кĕнĕ çĕ­нĕлĕхсем çĕр лаптăкĕсен унчченхи хиçисенне те, ăна паян туянаканăнне те ин тересĕсене туллин хÿтĕлеççĕ. Çĕр лаптăкĕн чиккисене курăмлă паллă тусан унăн чăн лаптăкĕ те куç умне тухать. Çирĕплетмен чикĕсемлĕ çĕрпе усă курни унăн хуçишĕн чикĕсем палăртассипе хушма тăкаксем кăларса тăратать. Анчах вăл та – кая хăвармасăр туса ирттермелли ĕç. Çакăн хыççăн çеç харпăрлăхри çĕр тĕлĕшпе нумай ыйту кун йĕркинчен тухать. Ку вăл çĕр хуçине суд ыйтăвĕсене явăçтарассинчен, çĕр экспертизи ирттерессинчен, адвокат тытса унăн пулăшăвĕшĕн тÿлессинчен сыхласа хăварать.

– Асăннă саккун ĕçлеме пуçлани суя çĕр лаптăкĕсенчен (палăртнинчен пĕчĕкрех) хăтăлса юлма та май парать, – тет Елена Ермакова. Çĕнĕлĕхсем ĕçлеме тытăнни çĕр хуçисене вĕсен чиккисем тĕлĕшпе сиксе тухакан ыйтусенчен, çĕре туртса илессинчен хÿтĕлесе хăварать.

Росреестрăн ЧР управленийĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6