Пирĕн боксер çĕнтернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:46 Просмотров: 115

Тольятти хулинче Атăлçи федераци округĕнчи боксерсен турнирĕ иртнĕ. Унта 158 вăйлă боксер хутшăннă, вĕсем пурте Атăл тăрăхĕнчи 14 регионтан килнĕ.

Чăваш Республикин командине округсемпе хуласенчи 13 спортсмен кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче – «Сывлăх» спорт шкулĕн боксерĕ Серафим Хораськин. Вăл виçĕ тытăçура çĕнтернĕ. Çапла 54 килограмм виçеллĕ категорире турнир çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Ентеш «Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ» норматива çирĕплетнĕ. Раççейре 15 – 16 çулхи çамрăксем хушшинче иртекен турнира хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Турнир апрельте Суздаль хулинче иртет.

Надежда СУВОРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6