«Оринино» команда – пĕрремĕш

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:44 Просмотров: 120

«Физкультурăпа спорта аталантарасси» федераци программи виçинче хĕрарăмсем волейболла выляса ăмăртрĕç. Турнир «Сывлăх» спорт шкулĕн спорт залĕнче иртрĕ. Муркаш округĕн Хисеплĕ гражданинĕ Крета Валицкая ячĕпе турнир 15­мĕш хут иртрĕ.

Ку хутĕнче ăмăртăва 7 команда хутшăнчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Муркаш округĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова саламларĕ. Вăл вĕсене паллă ентеш пек маттур çынсем пулма сунчĕ. Округри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, пĕрлештернĕ клуб тытăмĕн ертÿçи Станислав Григорьев, «Воин» методцентр инструкторĕ Сергей Васильев, «Движение Первых» юхăмăн Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Любимов спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Турнирта «Сывлăх» спорт шкулĕн, «Оринино», Муркаш шкулĕн, «Васькино», «Ильинка» тата Мăн Сĕнтĕрти икĕ команда ăмăртрĕç.

Вăйăсем питĕ çивĕч иртрĕç, кашни команда çирĕп характерлă пулнине кăтартрĕ. Турнир çĕнтерÿçи «Оринино» команда пулчĕ. «Сывлăх» спорт шкулĕн команди – иккĕмĕш, «Ильинка» команда – виççĕмĕш. Уйрăмах лайăх вылякансене те палăртрĕç. «Чи лайăх тапăнса вылякан» – Мария Гашкова («Оринино»), «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан» – Влада Волкова («Сывлăх»), «Чи лайăх çыхăнса вылякан» – Анастасия Юманова («Ильинка»).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6