Пысăк йышпа ăмăртрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:42 Просмотров: 158

Оринин территори пайĕ 14 яла пĕрлеш терсе тăрать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем хастар ĕçлеме çеç мар, пĕрле йышлăн пухăнса тĕрлĕрен культурăллă-массăлл ă тата физкультурăпа спорт вăййисем ирттерме те ÿркенмеççĕ. Çакăнта, паллах, территори пайĕн ертÿçи В. Пушкова, ветерансен канашĕн ертÿçи В. Вязов, пенсионерсен канашĕн ертÿçи В. Иванов хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынинчен те чылай килет. Ку тĕлĕшпе уйрăмах ветерансен канашĕн ертÿçи Валерий Иванович пирки ырăпа калас килет. Вăл çак тивĕçе пĕр улшăнмасăр 15 çул хастар кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси спортран та чылай килнине асра тытса ку енĕпе тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Вĕсене ку тăрăхри ялсенчи ветерансем яланах нумай йышпа активлă хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрнере Тăван çĕршыв хÿ тĕлевçин кунне тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявне халалласа ветерансен физкультурăпа спорт вăййисен ăмăртăвĕсене ирттерчĕç. Вăл Орининти вăтам шкулта пулчĕ. Асăннă мероприятие тивĕçлĕ канăва тухнă ар­ Çынсемпе хĕрарăмсен пысăк йышĕ хутшăнчĕ. Малтанах командăсем (икĕ хĕрарăмпа икĕ арçын) йĕлтĕрп е эстафетăра ăмăртрĕç. Ку енĕпе тăватă команда вăй виçрĕ.

Йĕлтĕрçĕсенчен кашниех ăмăртăва лайăх кăтартусемпе вĕçлессишĕн сахал вăй хучĕ. Анчах та орининсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна – вăтам шкулти учитель ветерансем, виççĕмĕшсем – атапайсем. Спорт уявĕнче аслă çултисем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе вăй виçрĕç, пневматика винтовкинчен тата дартс перессипе (командăра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм)ăмăртрĕç.

Пневматика винтовкинчен тĕл персе учи­тель ветерансем ыттисенчен хастарлăхпа палăрчĕç, вĕсен команди пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Оринино»

команда, виççĕмĕшĕнче – «Мулкачкасси». Винтовкăран перессипе хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕшĕ Т. Шерстякова пулчĕ, иккĕмĕш – Р. Блинова, виççĕмĕш – М. Вязова. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш С. Вязов пулчĕ, иккĕмĕш – Г. Зайцев, виççĕмĕш – А. Иванов. Дартс енĕпе вăй виçсе, арçынсем хушшинчи ăмăртура С. Вязов çĕнт ерÿçĕ пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В. Локшинпа Б. Мокшанов йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче те ку тĕлĕшпе ăмăрту çивĕч иртрĕ. Л. Александрова дартс персе очко ытларах пухма пултарчĕ, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Т. Алексеева, виççĕмĕшне С. Вязова йышăнчĕç. Командăсем хушшинче вĕрен туртса вăй виçес тĕлĕшпе те кĕрешÿ интереслĕ иртрĕ. Кунта вара мулкачкассисем хастартарах пулчĕç, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – учитель ветерансем, виççĕмĕшĕнче– орининсем.

Клюшкăпа мечĕке куçарса пырса хапхана çапса кĕртессипе вара «Оринино» команда пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Мулкачкассисемпе педагог ветерансем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ăмăртăва пĕтĕмлетсе кашни тĕсрех çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Спорт уявĕнчи ăмăртусенче Оринин вăтам шкулĕнчи учитель ветерансен команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Оринино» команда, виççĕмĕшсем – Мулкачкасси ушкăн. Уйрăм командăсене тата 1­мĕш, 2­мĕш, 3­мĕш вырăнсене йышăннисене грамотăсемпе парнесем парса чысларĕç.

Александр ШАРИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6