Сотрудника укçа сĕннĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:27 Просмотров: 82

Муркаш район прокуратури Дагестан Рес­публикинчи 57 çулхи çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда тăратрĕ. Вăл РФ УК 291.2 статьян 1 пайĕнче тата 30 статьян 3 пайĕнче палăртнă йĕркесене пăсса преступлени ту­нине çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ. Малтанхи следстви çапла çирĕплетет.

Кăçалхи январĕн 23­мĕшĕнче ДПС инспек­торĕ хăйĕн ĕçри тивĕçне пурнăçланă, Муркашри обществăлла йĕркелĕхе, çул­йĕр хăрушсăрлăхне сыхланă. «Киа Рио» авто­машина рулĕ умĕнче пыракан водитель административлă майпа йĕркене пăснине асăрханă. Вăл РФ КоАПĕн 12.6 статйинчи йĕркене пăхăнман - хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнман тата РФ КоАПĕн 12.37 статьян 1 пайĕнчи йĕркене пăснă - страхлав полисĕ тивĕçлĕ шайра пулман. Тытса чарнă водитель, ДПС сотрудникĕн служба машининче пулнăскер, айăплавран хăтăлас тесе 500 тенкĕллĕ укçана машина ларкăчĕ хушшине хунă, хăйне протокол çырассинчен хăтарма ыйтнă. Должноçри ĕçчен çак укçана илмен, çавна май йĕркене пăснă водитель хăйĕн шухăшне вĕçне çитереймен. Водителĕн халĕ штраф тÿлеме тивĕ. След­стви вăхăтĕнче вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Айăплав пĕтĕмлетĕвне район прокурорĕ çирĕплетнĕ хыççăн уголовлă ĕçе 1 номерлĕ миравай суд участокне тăратнă. Йĕркене çапла пăснишĕн 1 çулччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6