«Пÿрт, пахча пĕвене каять! Мĕн тумалла?»

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:04 Просмотров: 131

Çакăн пек ыйтупа килчĕç хаçат редакцине Шаптакри Петр Михайлов тата Алина Федорова. Сăмах кунта Прудовая урамри пĕве пирки пырать.

Вĕсем каланă тăрăх, пахчасем хыçĕнче пĕве пур. Петр Михайловăн пахча хыçĕпе пĕве çыранĕ хушши 1 метр. Çĕр ишĕлсе пахчана кĕрессинчен сыхланма вăл унта çамрăк йывăç хунавĕсем лартнă пулнă, хăй тĕллĕн шăтнă йывăçсем те ÿсеççĕ. «Вунă йывăçа касса кайнă. Пĕвери шыв шайне хăпартассипе ĕçлерĕç те шыв шайĕ 90 сантиметр хăпарчĕ. Ун пекех пулсан анкарти йăлтах пĕвене каять», – терĕ вăл.

Алина Федорова каланă тăрăх, унăн хуçалăхĕн вара лару­тăру татах та кăткăсрах, ăна пÿрт шыва каясси пăшăрхантарать. Вĕсем хаçат урлă пулăшу ыйтаççĕ, тивĕçлĕ мера йышăнма сĕнеççĕ.

Ыйтăва Муркаш территори пайне çитертĕм, унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Ыйтăва илнĕ хыççăн Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов Шаптак ялĕн старостипе вырăна çитсе килнĕ. Çынсем çине ÿкес хăрушлăх пур йывăçсен усăнса аннă тата хуçăлнă турачĕсене, хăрăк виçĕ йывăçа каснă. Çак ĕçе субботник шайĕнче вырăнти çынсемпе тунă. Каснă йывăçа пĕве дамбине çирĕплетме усă курнă. Çавăнтанах газ пăрăхĕ иртет. Çирĕплетÿ ĕçĕсене хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тунă. Субботник тăвас умĕн çынсем çитес вăхăтра «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса йывăç лартас шухăшлине пĕлтерчĕç. Лартмалли материалпа Муркаш округĕн администрацийĕ тивĕçтерет».

Роза ИллАРИОнОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6