Çулсерен 30 пин тонна сортлĕç

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:01 Просмотров: 113

Вице-премьер – Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Ен полномочиллĕ представителĕ Алексей ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енти йăлари çÿпĕ-çапă сортламалли пĕрремĕш комплекса кăçалхи иккĕмĕш кварталта туса пĕтерме палăртаççĕ. Вăл Канаш округĕнче пулĕ. Унсăр пуçне Муркаш тата Патăрьел округĕсенчи проектсен пĕтĕмлетĕвне ырланă. Ку округсенчи ĕçе виççĕмĕш кварталта пуçăнма палăртнă. Проектсене Раççей экологи операторĕн укçи­тенкипе вăя кĕртеççĕ. 

Аса илтеретпĕр, çÿлерех асăннă виçĕ проекта та Чăваш Ен Çут çанталăк министерстви «Экосфера­Ч» чикĕллĕ яваплăхлă общество концесси килĕшĕвĕ тунă тăрăх пурнăçлаççĕ. Кашни объект çулсерен 30 пин тонна таран йăлари çÿпĕ­çапăна сортлĕ. Ĕçсем палăртнинчен маларах пулса пырĕç. 100 процент сортлассине 2030 çулта палăртнă пулсан, ку енĕпе 2026 çулта тивĕçтерĕç.

«Строительство (реконструкция) инфраструктурных объектов в сфере обращения с ТКО» проекта финанслассин шайĕнче республика бюджетĕнчен Канаш округĕнчи комплекс строительствин субсидийĕ валли 152,6 млн тенкĕ укçа хывса хăварнă.

нТА-Приволжье.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6