Çапла калать сăн ÿкерчĕкри Шаптакра пурăнакан Татьяна Иванова. Тури чăвашсен музейĕн тата А. Николаев ячĕллĕ ачапăча библиотекин ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе пĕрле тăрăшаççĕ, салтаксем патне çыру çыраççĕ, посылкăсем хатĕрлесе фронта ăсатаççĕ. Çак ĕçсене ытти çынсем те май пур таран хутшăнма тăрăшаççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсем те аякра юлмаççĕ, вĕсенчен пĕри – Татьяна Илларионовна.
– Ятарлă çар операцине хутшăнакансем пирки телевизорпа пăхса ларатăп та кулянатăп, урисене тăхăнма нуски те çитмест пулĕ тесе пăшăрханатăп. Мĕнпе те пулин эпĕ те фронта пулăшма пултарăпши тесе Муркашри музея килтĕм. Кунта вăл енĕпе ĕçленине илтнĕччĕха эпĕ. Волонтерсем нуски çыхмалли çип музея илсе килсе панă та килте çыхас тесе илсе кайрăм, самаях çыхрăм, мантан та пулăшу пултăрччĕ, – тет Татьяна Илларионовна.
Мăшăрĕпе Юрий Германовичпа вĕсем икĕ ача ÿстернĕ, халĕ унăн тăватă мăнук тата кĕçĕн виçĕ мăнук. Çапла çав, ĕçсĕр ларма хăнăхман кинемей. Вĕсем валли мĕн кăна çыхман пулĕ. Халĕ кинемей чунчĕре хушнипе салтаксене май пур таран пулăшать. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, мăшăрĕпе пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçлани çу кунĕнче утмăл çул пулать.
Роза ИллАРИОнОВА.
Август 2026 |
