Ятарлă çар операцине хутшăнакан Кирилл Храмов Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче тĕл пулу ирттернĕ. Вăл хăй те çак шкулта вĕреннĕ. Черетлĕ отпускра салтак тăван шкула çитсе курма, çамрăк ăрупа тĕл пулса калаçма шухăшланă. Калаçăва вăл çамрăксене патриотла воспитани парассине халалланă. Аслă класра вĕренекен ачасене Кирилл хăй пирки, кулленхи çар ĕçĕ епле иртни çинчен каласа кăтартнă. Кирилл каланă тăрăх, Раççей яланах хăйĕн паттăрĕсемпе хăпартланнă, вĕсем пĕр шухăшласа тăмасăр çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Салтаксене вара çĕршыва юратни, çывăх çынсене хÿтĕлес тени хавхалантарса тăрать. Пур йывăрлăха парăнтарма çĕнтерĕве шанни, çывăх çынсем пулăшса тăни вăй парать. Тĕлпулу кăмăллăн ăшă ларутăрура иртнĕ. Калаçу хыççăн ачасем ăна алă пама, ыталама васканă, салтака тав тунă.
Август 2026 |
