Округсен пуçлăхĕсем – Муркашра

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 09:53 Просмотров: 92

Иртнĕ эрнере Муркаш округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов ертсе пынипе муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе, йĕркелÿ пайĕсен ертÿçисемпе, администраци ĕçĕсене ертсе пыракансемпе «Актуальная повестка» темăпа семинар-канашлу иртнĕ.

Чăваш Республикинче ятарлă çар операцине хутшăннисем тата çак ĕçĕн вете­ранĕсем «Время СВОих» регион программине кĕме пултараççĕ, вĕсене регистрацилесси малалла пырать. Вячеслав Борисов муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсене çак ĕçе хутшăннисемпе ак­тив лă ĕçлеме хушнă. Семинара хутшăнакансене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ырă сунса кĕтсе илнĕ, кун йĕркинчи ыйтусем кулленхи ĕçре усăллă пуласса пĕлтернĕ. Семинарта çавăн пекех муниципалитет финансĕсемпе ĕçлес ыйтăва та тишкернĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева округ пуçлăхĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Чăваш Республикинчи региона ертсе пырассипе ĕçлекен центр ертÿçи Татьяна Немцева «Обратная связь, ключ к эффективному управлению» тема çинче тĕплĕн чарăннă, ĕçлекенсемпе те, ытти çынпа та пĕрле çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Семинара хутшăнакансем ĕç вăййисем ирттернĕ, ытти çивĕч ыйтăва пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6