Регионти Ял хуçалăх министерстви «Çĕр улми - 2025» выставкăра тунă пуçарусене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ырланине палăртнă. Ку ĕç малалла та аталанса, вăй илсе пымалла. «Чăваш Республикинче çĕр улми туса илессипе ĕçлекен валли 15 тĕслĕ пулăшу пур. Вĕсенчен икĕ механизмĕ - çĕннисем. Вĕсем - 2025 çулта çĕр ĕçне биологизацилеме тата минераллă удобрени туянма субсидилесси. Çакна валли республикăн кăçалхи бюджетĕнче 128 млн тенкĕ уйăрса хума ыйтрăм», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Çĕр улми туса илекен 350 çын наукăпа практика конференцийĕнче умра тăракан тĕллевсене сÿтсе явнă. Тырăпулă ÿстерессипе тата сахăр кăшманĕпе тĕллевлĕ ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 2025 çулччен минераллă удобрени туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма пултарнă. Халĕ çак йыш татах анлăланать: унта çĕр улми та та уçă вырăнта пахча çимĕç туса илессине те кĕртеççĕ. Çакна валли бюджетра 118 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Тĕп условисем - ĕçлекен хатĕрсене гектар пуçне 100 килограмран кая мар хывмалла тата агрохими тĕпчевĕн циклне лайăх пăхăнмалла. Тепĕр 10 млн тенкине сидерат культурисем акса çĕр ĕçне биологизациленĕшĕн пăхнă. Пулăшăвăн çĕнĕ мелĕпе çĕр ĕç ĕнчи тăкаксен 80 процентне саплаш тарма май пулĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăш ăв ĕпе регионти аграри секторĕнче бюджет инвестицийĕн виçи çулсерен анлă ланса пырать. Енчен те икĕ çул каялла республикăра пулăшăвăн 80 механизмĕ ĕçленĕ пулсан, паян вĕсем 109 тĕсе çитрĕç. Кунта çĕр улми лартса ÿстерекенсем валли те пулăшу мелĕсем йышланаççĕ.
Выставкăна 17 регионти 80 компани хутшăннă. Вĕсем наукăра, çĕр улми туса илес, минераллă удобренипе тата ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли им-çампа, ял хуçалăх техникипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ.
«Пирĕн республика 100 гектартан çĕр улми туса илессипе Атăлçи федераци оругĕнче 1мĕш вырăн йышăнать. Тĕллевлĕ ĕçлесен ку малашне те çаплах пулĕ. Хамăр региона çĕр улмипе тивĕçтересси апатланура усă курнинчен 1,8 хут пысăкрах. Çакă - ял хуçалăх таварĕ туса илекен 217 производство предприятийĕн кăтартăвĕ. Вĕсенчен 32шĕ - пысăк калăпăшпа ĕçлекен предприятисем, 5шĕ – вăрлăх Мартăн 5 – 6 мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕр улми -2025» выставка ĕçленĕ. Кунта «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çĕнĕлĕхсене тишкернĕ.
Кăçал выставкăна 12 пин ытла çын çитсе курнă.
Выставкăра 55 тонна вăрлăх çĕр улми сутнă. туса илессипе ĕçлекен организацисем.
Вĕсене тĕллевлĕ аталанма патшалăх субсидийĕсем хавхалантараççĕ.
Бюджет укçитенки производство продукцийĕ туса илнипе тата инвестици проекчĕсем пурнăçланипе валеçĕнет», - пĕлтернĕ регионсем хушшинчи «Çĕр улми – 2025» выставкăра Чăваш Республикин премьер министр тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Август 2026 |
