«2025 çулта Чăваш Енти ялсенче пуçарулăх бюджечĕн 1555 проектне пурнăçламалла, ку - республикăн ку тĕлĕшри программи вăя кĕнĕренпе чи пысăк хисеп», - терĕ премьер-министр тивĕçне пурнăçлаканĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Мĕнпур пуçарулăх валли 3,3 млрд тенкĕ уйăрĕç. Проектсен ытларах пайĕ çулйĕр юсассипе çыхăннă - 1,5 млрд тенкĕлĕх 585 проект. Ытти енпе - ЖКХ тата социаллă сфера объекчĕсене çĕнетессипе, спорт тата ачапăча площадкисемпе кану вырăнĕсене хăтлăх кĕртессипе, шыв объекчĕсемпе ĕçлессипе тата ыттипе - 1,8 млрд тенкĕлĕх 970 проект. Конкурс процедурисем ирттернĕ тăрăх пĕрремĕш килĕшÿсем тунă та ĕнтĕ. Ку енĕпе чи пуçарулли Тăвай округĕ пулнă, темиçе проектпа ĕçсене пурнăçлассипе подрядчика та тупса палăртнă. Улатăр, Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай муниципалитет округĕсенчен тата тепĕр 208 документ пуххи - аукцион ирттерес тапхăрта. «Ытти муниципалитетсен те тăрăшса ĕçлемелле. Мартăн 20мĕшĕччен пур проектпа та подрядчик тупасси тата ĕçсене вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтересси - тĕп задача.
ЧР Ял хуçалăх министерстви.
Август 2026 |
