Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх служби халăха ваккăн сутмалли газ хакне палăртнă. Асăннă служба постановлени проектне пичетлесе кăларнă. 2025 çулхи июлĕн 1мĕшĕнчен çынсем газ хатĕрĕпе усă курса апат пĕçереççĕ е шыв ăшăтаççĕ пулсан, 1 кубла метршăн 8,16 тенкĕ тÿлемелле пулать. Газ калăпăшне шута илмелли хатĕр çук пулсан, кашни çыншăн уйăхсерен 97,92 тенкĕ тÿлеме тивет. Газпа çурта хутса ăшăтма тата ытти тĕллевпе усă курсан, 1 пин кубла метршăн 8162,10 тенкĕ тÿлемелле. Асăннă служба ертÿçи Сергей Егоров газ хакĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта улшăнмассине каланă, вăл унчченхи шайрах юлать.
Август 2026 |
