Майăн 9-мĕшĕнче тĕп хулара Шупашкар гарнизонĕн пĕрлехи полкĕ чаплă лару-тăрура утса иртет. Çапла пĕлтернĕ республика правительстви хăйĕн телеграм-каналĕнче. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕ тăрăх, çак мероприятие хатĕрлессипе тата ирттерессипе республикăри Çар комиссариачĕ ĕçлет. Республикăри муниципалитетсене 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕ мероприяти ирттерме сĕннĕ. Вĕсен шутĕнче - уяв концерчĕсем, театрализациленĕ куравсем тата ыттисем те.
Август 2026 |
