Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патне Муркашра пурăнакан нумай ачаллă амăшĕ ыйтупа тухнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çемьере инвалид ача ÿсет. Вĕсем пурăнакан çуртра вара пандус çук. Çавăнпа амăшĕн ачана алă вĕççĕн çĕклеме тивет. Е коляскăпа çÿремелле, капла та пандус çук чухне çăмăл мар.
Олег Николаев округ пуçлăхне пандус вырнаçтарма хушнă. Хăй ыйтăва контрольте тытнине пĕлтернĕ. Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов хăйĕн телеграм-каналĕнче çапла çырнă: «Округ администрацийĕ нумай ачаллă амăшĕ нумай хутлă çуртăн подъездĕнче пандус вырнаçтарма ыйтнине оперативлă тивĕçтерчĕ. Пандус мартăн 3-мĕшĕнче вырнаçтарнă.
Ача амăшĕ унăн çемйишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хăвăрт татса панипе кăмăллă пулчĕ. Эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева унăн хушăвне пурнăçлани çинчен пĕлтертĕм. Округ администрацийĕ сывлăх енчен чăрмав пур çынсене кĕрсе тухмалли вырăнсемпе тивĕçтерес ĕçе малалла туса пырĕ».
Август 2026 |
