«Аннесем, пур салтак ячĕпе те тав сире»

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 14:58 Просмотров: 210

Çапла каласа саламларĕ амăшĕсене ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Николай Васильев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уявра. «Тавах çуратса ÿстернĕшĕн, ура çине тăратнăшăн, çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн. Сирĕнсĕр пире йывăр. Эпир сирĕн кĕлĕпе пурăнатпăр. Пур салтак ячĕпе те тав сире», – терĕ вăл аннесене саламласа, хăйĕн амăшне чечек çыххи тыттарчĕ. Кашни амăшĕ умра хăйĕн ывăлĕ тăнине туйрĕ пулĕ. Çак сăмахсенчен хакли амăшĕшĕн çуках.

Салтак амăшĕсене йыхравланă уяв мартăн 5-мĕшĕнче Муркашра çавра сĕтел хушшинче кăмăллăн иртрĕ. Хĕрарăмсене чи малтанах уяв ячĕпе Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ. «Тавах Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн. Çак йывăр вăхăтра эпир сирĕнпе пĕрле. Сирĕн пăшăрханăва лайăх ăнланатпăр, ывăлăрсен паттăрлăхĕпе хăпартланатпăр. Сирĕн кашни кун савăнăçпа тултăр, ывăлăрсем киле çĕнтерÿпе таврăнччăр», – терĕ вăл хĕрарăмсене.

Уява хутшăннă кашни амăшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, округ пуçлăхĕн Алексей Матросовăн саламлă çырăвĕсене, округ пуçлăхĕ ячĕпе асăнмалăх тутăр парнелерĕç. Çавăн пекех Олег Николаев ячĕпе Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов саламларĕ.

Ăшă сăмахсем çумне депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн ертÿçи, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Александр Иванов хутшăнчĕ. Аннесене «Гражданла хÿтлĕх мероприятийĕсемпе Тивĕçтерессин служби» учрежденин ертÿçин çумĕ, Афганти хирĕçтăрăва хутшăннă Вениамин Петров саламларĕ. Муркаш тата Элĕк округĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов хутшăнчĕ, амăшĕсене саламларĕ. Шел пулин те, тăван киле таврăнайманнисем те çук мар. Вĕсен ячĕпе шăплăх минучĕ иртрĕ. Çавăн пекех уява килнĕ хĕрарăмсене Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, ветерансен канашĕн ертÿçи Елена Максимова тата ыттисем саламларĕç.

Культура ĕçченĕсем хĕрарăмсене уяв концерчĕ парнелерĕç.

Роза МАКАРОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: уява хутшăннисен пĕр ушкăнĕ;

Николай салтак амăшне Надежда Николаевнăна чечек парнелерĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6