Ятарлă çар операцине хутшăнакансене паян чылай çĕрте пулăшаççĕ. Эпĕ те Катькас ялĕнче пурăнакансем пĕрлехи ĕçрен юлманни çинчен кăштах çырса парасшăн. Ял-йыш пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлет, фронта гуманитарлă пулăшу парассипе виççĕмĕш çул хастаррăн тăрăшать. Малтанах ял çыннисем ĕçлеме Катькасри библиотекăна пухăнчĕç. «Кĕмĕл» волонтерсемпе активистсем çăм чаврĕç, çăм арманне кайса таптарса килчĕç, арласа нускисем çыхма пуçларĕç. Паллах, пурте кăнтăрла ĕç вăхăтĕнче библиотекăна кайма пултараймаççĕ, вĕсем килте çыхрĕç. Çапла хĕрарăмсем салтаксем валли 200 яхăн нуски хатĕрлерĕç, 40 пин тенкĕ ытла укçа пухрĕç. Çак ĕçсене 26-ăн хутшăнчĕç.
75 çул урлă каçнă Елена Петрова çапла калать: «Хальхи вăхăтра фронтри салтаксене пулăшмасăр мĕнле-ха килте ларăн; Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче манăн хуняма Клавдия Федоровна Сăр хĕрне окоп чавма кайнă. Икĕ пĕчĕк ачине ватă асламăшĕпе киле хăварнă.
Ялта юлнă хĕрарăмсем фронт валли ăшă тум хатĕрленĕ. Пирĕн те халĕ хамăрăн салтаксене пулăшас пулать, пĕрлĕхре – вăй. Эпир окоп чавмастпăр вĕт-ха, ăшă çуртра ĕçлетпĕр». Çапла, кунта пур сăмах та тĕрĕс, пултарнă таран пулăшмалла пирĕн хамăрăн салтаксене. Нуски çыхма хатĕрлес тата çыхас енĕпе ялти ытти хастарсене те ятран асăнам: Е. Петрова, Л. Ельникова, Л. Сусанина, В. Волкова, Ю. Мокина, В. Шадрина, В. Арешменева, А. Полякова, Е. Шадрина, Л. Мочалова, М. Волкова, Л. Иванова, А. Ярушкина, С. Мочалова, Т. Краснова, В. Егорова, Г. Мочалова, А. Охлина, Г. Егоров, А. Угарова, С. Любимова, Ф. Серова, П. Угаров тата ыттисем.
Çар операцине хутшăнса пирĕн мирлĕ пурнăçа упраса хăварассинче чăваш салтакĕсем те паттăрлăх кăтартаççĕ. Отпуска килнĕ Романтик хушма ятлă паттăр салтак, тĕрлĕ орденпа медальсене тивĕçнĕскер, тăван ентен гуманитари пулăшăвĕ çитни пирки тата посылкăна хунă çырусене вуласа савăнни çинчен каласа пани чуна хумхантарать. Культура çуртĕнчи, шкулсенчи тĕл пулусенче ял халăхне, вăл шутра ачасене те, салтаксене пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать. Отпускран кайнă чухне ăна ял çыннисем пушă алăпа ямарĕç, маскировка сеткисемпе тĕрлĕ япала парса ячĕç. Ăна ăсатма вăрăм çула Александр Серовпа Алексей Обручников тата мăшăрĕ тухрĕç. Ял çыннисем тата халиччен туса курман ĕçе те туса пăхрĕç, фронт валли пончо çĕлеме пуçларĕç. Çĕвĕ машинисем çитменни ĕç хăвăртлăхне чарать. Л. Егорова, Е. Серов çутăпа çĕлекен çĕвĕ машинисене илсе тухрĕç. 4 машинăпа кĕске хушăра 100 пончо çĕлерĕç. Любовь Петровна хăйĕн çăмăл машинипе материал илсе килет. Çĕлекенсем çаксем: Р. Краснова, Л. Егорова, А. Ярушкина, С. Мочалова, Н. Обручникова, А. Обручников, Л. Иванова, С. Петрова, Н. Романова, Л. Кольцов, Е. Шадрина, В. Матвеева, В. Грачева, Г. Андреева тата ыттисем. Ир пуçласа каçчен ĕçлеççĕ Катькас ял çынни клубра, çав хушăрах сеткине те çыхаççĕ. Кашниех çĕнтерĕве кĕтсе тăрăшать.
Евстолия Серова . Катькас ялĕ.
Август 2026 |
