Салтаксене пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 14:48 Просмотров: 141

Эпир пурсăмăр та мирлĕ пурнăçшăн ĕçлетпĕр тата пурăнатпăр. Çакăн пирки Украинăри ятарлă çар операцийĕ те паян пире кулленех аса илтерсе тăрать. Унта хутшăнакансене туллин пулăшассипе муркашсем те иккĕмĕш вырăнта мар. Çакна пирĕн округра пурăнакансем маскировка костюмĕсемпе сеткисене çыхма, теприсем салтаксене техника туянса пама пулăшнинчен, вĕсем патне ăшă кăмăллă çырусем çырнинчен куратпăр.

Маларах асăннă пулăшу ĕçне тĕрлĕ шайри ертÿçĕпе пĕрлех муниципалитет округĕн ĕçченĕсем те, уйрăм ветерансемпе ялсенче пурăнакансем те, пуçаруллă çынсем те активлă хутшăнаççĕ. Пĕрисем пĕрлехи ĕçе йĕркелеççĕ, иккĕмĕшсем фронтовиксене куллен кирлĕ хатĕрсене пухаççĕ, виççĕмĕшсем гуманитари пулăшăвне вырăна çитерсе парассипе тăрăшаççĕ.

– Ятарлă çар операцийĕнче кунсерен паттăрлăх кăтартакан пирĕн ентешсалтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса вырăна çитерсе парасси – тыл ĕçченĕсен пĕрлехи тĕллевĕ. Паянхи çăмăл мар вăхăтра эпир пĕрле пулсан çеç çĕнтерÿ хамăр алăра пуласса шанайратпăр. Çак шухăш тĕллевпе эпĕ 6-мĕш хут ятарлă çар операцийĕ пынă вырăна гуманитари пулăшăвĕпе каятăп. Хамăр округра пурăнакансен пулăшăвне инçетри вырăна çитерсен салтаксен куççулĕ тухнине куратăп та хамăр ĕçĕн уссине туятăп, – терĕ автомашина кабинине кĕрсе ларнă май «Автоуспех» обществăна ертсе пыракан индивидуаллă предприниматель Валентина Петрова (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран иккĕмĕшĕ). Вăл хăйне ку ĕçе пурнăçлама Ярапайкассинчи вăтам шкул директорĕ Александра Скворцова пулăшнине палăртрĕ.

Инçе çула тухакана Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, вĕренÿ пайĕн методисчĕсем Любовь Ивановăпа Жанна Семенова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) пулăшрĕç, ырă çул сунчĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6