Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче ҫӗршывра кӑҫалтан пуҫласа вӑя кӗнӗ ҫӗнӗ наци проекчӗсене пурнӑҫламалли ыйтусене пӑхса тухнӑ. Вӗсем Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе 2019 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен тунӑ унчченхи проектсене малалла аталантараҫҫӗ тата хушаҫҫӗ.
Пӗтӗмпе кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗнетнӗ 13 наци проекчӗпе ӗҫлӗҫ. Вӗсен шайӗнче республика 2025 ҫул валли 45 регион проектне туса хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле финансь калӑпӑшӗпе вӗсем 13,7 миллиард тенкӗпетанлашаҫҫӗ.
Ҫакӑн валли управлени командисемпе проект комитечӗсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче отрасль проекчӗн офисӗсене ҫӗнетнӗ. Наци тата регион проекчӗсене пурнӑҫлассишӗн яваплӑ кураторсене палӑртнӑ.
«Пурнӑҫ инфратытăмĕ» наци проекчӗ укҫа-тенкӗ хывас енӗпе чи калӑпӑшли пулса тӑрӗ. Вӑл маларах пурнӑҫланӑ «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» тата «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗсене малалла ӗҫе кӗртет. 2025 ҫулта ӑна валли 6,2 миллиард тенкӗ тӑкаклама палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑри наци проекчӗсене пурнӑҫлама уйӑрса паракан бюджет укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле сумминчен ҫуррине яхӑн пулать.
Регионти проектсен паспорчӗсене тивӗҫлӗ проект комитечӗсен ларӑвӗсенче ырланӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх вӗсене республика пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче ҫирӗплетме сӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра федераци центрӗпе килӗштерес тапхӑрта «Çĕнĕ материалсем тата хими» тата «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем» проектсем кӑна пур. Паспортсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫирӗплетес ыйту ҫине куҫӑпӑр. Ытти проектсене эпир ҫирӗплететпӗр», – палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Палӑртса хӑваратпӑр, 2019 — 2024 ҫулсенче наци проекчӗсене пурнӑҫлама республикӑра 107,9 миллиард тенкӗ янӑ. Укҫа-тенкӗ хывас енӗпе чи калӑпӑшлисем «Вӗренӳ», «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» тата «Демографи» проектсем пулчӗҫ. Наци проекчӗсем пулӑшнипе регионта пӗтӗмпе 24,2 миллиард тенкӗлӗх строительствӑнь 194 объектне туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ. Ку шутра – шкулсем, ача сачӗсем, медицина учрежденийӗсем, клубсем, спорт комплексӗсем, общество уҫлӑхӗсем т. ыт. те.
«Республикӑра асӑннӑ объектсене брендлас ӗҫ пырать. Вӗсем ҫине QR-кодлӑ таблицӑсем вырнаҫтарни нацпроектсене пӗлессине ӳстерме кӑна мар, ҫынсене хӑйсен шухӑшне каласа пама та май парать. Тӗслӗхрен, Чӑваш Ен Раҫҫейре объектсем брендланипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, халӑх ҫакӑн пек объектсемпе тивӗҫтернипе кӑмӑллӑ пулнипе – иккӗмӗш вырӑн», – палӑртнӑ республика Экономика аталанӑвӗн министерствин ертӳҫи Дмитрий Краснов.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.
Август 2026 |
