Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 14:17 Просмотров: 151

Сире çурхи чи пĕрремĕш уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе – ăшшăн саламлатпăр.

Мартăн 8-мĕшĕ ытарайми анне сăнарĕпе çыхăннă. Çурхи çут çанталăк тĕнчене чĕрĕлĕх парнеленĕ пек, эсир те, аннемĕрсем, ачăрсене кун-çул парса, телей пиллетĕр. Вĕсем хăйсен пурнăç çулне тупчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Ырă сăмахсемшĕн, ăшă туйăмсемшĕн, куç хупман каçсемшĕн, таймапуç, аннемĕрсем, сире.

Çак кун эпир аннесемпе пĕрле асаннесемпе кукамайсене, мăшăрсене, аппасемпе йăмăксене те чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Тавах сире эсир пурришĕн, çĕр çинчи илемшĕн, пире пĕрмай вăй-хал панишĕн.

Эсир çемье ăшши пулнипе пĕрлех ĕçре тăван ен аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мухтанатпăр. Эпир сире çирĕп сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул, телей сунатпăр.

Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6