Салтак мăшăрĕ çĕнтерĕве кĕтет

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 11:01 Просмотров: 174

Сăн ÿкерчĕкре Муркашра пурăнакан Ольга Ильинана куратăр. Эпĕ Ольга Владимировнăна унччен те лайăх пĕлнĕрен хĕрарăмсен уявĕ умĕн унпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл алмаз тĕррисем тума ăста. Çак ĕç ăна тепĕр чухне йывăр шухăшран хăтăлма пулăшать, çыннăн кăмăлне пусаракан самант тупăнсах тăрать вĕт пурнăçра. Ольăшăн кĕнеке те çывăх тус, вулама юратнине пĕлтерет. Вăл 2000 çултанпа лавккара сутуçăра ĕçлет, юлашки вăхăтра – Муркашри перекет банкĕн картишĕнчи лавккара.

Çемье пĕрле пухăнсан вара уçă сывлăшра çÿреме, çула тухма тăрăшать. Уйрăмах çакăн пек саманта пĕчĕк Даша кĕтет, вăл ашшĕшĕн тунсăхлать. Шел пулин те, хальлĕхе унпа тăтăшах юнашар пулма май килмест. Çавăнпа та пĕчĕкскер алăк еннелле час-час пăхса тинкерет. Амăшĕн чун-чĕри те лăпкă мар. Ун пек чухне, паллах, вĕсене кĕнеке тата ытти ĕç пулăшать. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Ольăн мăшăрне, Сергей Ильина, алла повестка панă. Ку вăхăт тĕлне унăн çар ĕçĕн ăсталăхĕ питех те пысăк пулнă.

– Хушаççĕ пулсан каймалла, ман- ра иртнĕ çапăçусен ăсталăхĕ пĕтмен-ха, терĕ те вăрăм çула пуçтарăнма пуçларĕ. Эпĕ ăна хирĕç нимех те кала- ма пултараймарăм, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ, куççулĕ пăчăртанса тухрĕ. Килтен кăларса ярас килмесен те хама çирĕп тытма тăрăшрăм, вăрăм çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Пĕрремĕш партипех 2022 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче килтен тухса кайрĕ. Çапла килтен ăсатса кăларса яма никама та çăмăл мар. Вăл каллех çĕршыва хÿтĕлет. Ашшĕ Украинăна тухса кайнă чухне пирĕн Даша 2-мĕш класа çÿреме пуçланăччĕ. Малтанхи çул пĕрремĕш хут шкула кайнине, çав çулхине те эпир ăна чечек çыххипе шкула ăсатнине аса илет вăл. Халĕ Даша 4-мĕш кла- сра вĕренет ĕнтĕ. Ашшĕне питĕ хытă юратать, пĕрмаях кĕтет, – каласа парать Оля чун-чĕрине пăлхатса. «Каччă» хушма ятлă салтак халĕ – инженерипе сапер подразделенийĕн ертÿçин çумĕ. Унăн çар ăсталăхĕ пысăк, юлташĕсене нумай хут çăлма тÿр килнĕ ăна. «Каччă» вĕсем умĕнче хисепре.

Вăхăчĕ çапларах килсе тухнă темелле-ши? Уншăн ку çапăçу хирĕ – виççĕмĕш. Малтан Чечен вăрçинче пулнă, кайран та контрактпа çар ĕçне хутшăнма тивнĕ. Унччен гранатометчик-разведчик пулнăскерне Абхазинче те çар ĕç ăсталăхне кăтартма лекнĕ. Вăл – 2005 çултанпа çар ĕçĕн ветеранĕ. Халĕ вăл – виççĕмĕш çул Херсон тăрăхĕнче. Ăсталăхне кура – хисепĕ. Ăна «За поддержание мира в Абхазии» медальпе, «За разминирование» медальпе икĕ хутчен, «Знак отличия Святого Георгия – Георги крест 4 степени» медальпе, Жуков медалĕпе чысланă. Унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ ĕç çирĕплетет.

– Унăн наградисене алла илетĕп те пăхса ларатăп. Пуçра пĕр шухăш – çапăçăвĕ хăвăртрах пĕттĕрччĕ. Эпир ăна питĕ хытă юрататпăр, кĕтетпĕр, çĕнтерÿпе таса сывă килессе шанатпăр, – терĕ салтак мăшăрĕ.

Паян пирĕн чылай ентеш Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Вĕсен мăшăрĕсем салтаксене çĕнтерĕве çывхартма вăй-хăват параççĕ.

Роза ИЛЛ АРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6