Маргарита Лаптева ăсталанă ал ĕçĕсенче чăвашлăх сĕмĕ аванах палăрать. Вăл мĕн ачаранпах тĕрĕ тĕрлеме юратнă, каярах çыхма хăнăхнă. Юлашки вăхăтсенче вара унăн ăсталăхĕ самай ÿсни курăнать, бисерпа тĕрлĕ эреш тăвать. Çак ĕçсен никĕслевçи пурах пулĕ тесе кăсăклантăм эпĕ.
– Ал ĕçĕ тăвасси шап-шурă тĕслĕ сурпансем çине вĕтĕ-вĕтĕ эрешсем тĕрлессинчен пуçланчĕ. Вĕсене асанне сутма хатĕрлетчĕ, эпĕ ăна пулăшаттăм. Асанне шаннă ĕç илемлĕ пулса пыни мана питĕ савăнтаратчĕ, хавхалантаратчĕ. Юратнă кукамай вара çăм арлатчĕ, çыхатчĕ, пĕчĕк касăксенчен утиял çĕлетчĕ. Эпĕ çавăн пек ĕçсене курса, вĕсене пулăшса ÿснĕ. Кукамайăн амăшĕ вара тиртен ачасем валли те, аслисем валли те çĕлĕк çĕленĕ, чĕнтĕр çыхнă. Аннене, Олимпиада Алексеевнăна, уйрăм тав сăмахĕ калатăп. Мана вăл чылай ĕç вĕрентрĕ, вăл та пысăк ăстаçă. Çак туртăмсем манра та палăраççĕ пулĕ тесе шухăшлатăп, ĕçсĕр ларас килмест, мĕн те пулин эрешлес килет, – хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать Маргарита Витальевна.
Виçĕ ача амăшĕн чун киленĕçĕ вара урăхларах, вăл гердан тăвать. Ку питех те кăткăс ĕç, вĕтĕ-вĕтĕ шăрçасенчен чăваш эрешлĕ илемсем тăвать. Эреш çинчи ÿкерчĕке çухатса ярас мар тесен унпа питĕ нумай лармалла, бисерĕсене шутламалла. Маргарита Витальевна каланă тăрăх, этника стильлĕ çак ĕç хăй патне питĕ туртать тата вăл хăйне майлă кану та. Эреше кирек епле тум валли те тума пулать, çын çинче çак çĕнĕлĕх куçа тÿрех курăнать. Маргарита Лаптева ал ĕç ăстисен династине çапла тăсса пыни питĕ кăмăллă. Вăл хатĕрленĕ ĕç сахал мар, çитес вăхăтра ку енĕпе татах та ытларах тăрăшас тĕллевлĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркине упрассипе, ăна ăруран ăрăва куçарассипе Маргарита Витальевнăн ĕçĕсем – ырă тĕслĕх. Вăл округри тĕп библиотекăра тăрăшать. Пĕр çулхине вăл республикăри «Я – женщина» конкурса хутшăнса ăсталăх кăтартнăччĕ. Çавăн пек хастар çынсем пурăнаççĕ пирĕн тăрăхра.
Роза МАКАРОВА
Август 2026 |
