Эсир сăн ÿкерчĕкре Дмитрий Николаев анестезиолог-реаниматолога куратăрĕ 29 çулхи тухтăр Оринин территори пайĕнчи Вăрманкассинче çуралса ÿснĕ. Орининти вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче ăнăçлă вĕренсен, пирĕн ентеш хăйĕн паянхи специальноçĕпе ординатура пĕтерет. Муркашри тĕп больницăна анестезиолог-реаниматолога ĕçе вырнаçать. Аслă шкулта илнĕ пĕлĕвне ĕçре çирĕплетсе пыракан çамрăк кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. Çак ÿсĕм ăна çĕнĕлĕхсемпе ытларах туслаштарасса шанас килет.
Анатолий БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
