Пахчаçă валли фитолампăсем

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 16:57 Просмотров: 39

Нарăс уйăхĕ вĕçленсе пырать. Умра - çуркунне. Çавна май кашни пахчаçă майĕпен дача сезонне хатĕрленме пуçларĕ: пĕрисем паян вăрлăхпа тĕрлĕ им-çам, удобрени туянаççĕ, теприсем малалла пăхса тăпра тултарса калча ÿстерме контейнерсем хатĕрлеççĕ, ĕç хатĕрĕпе ял хуçалăх техники туянаççĕ т. ыт. те. Анчах хĕл кунĕсем иртмен-ха. Çавна кура хĕвел çути питех те сахал, кун та кĕске. Кунашкал вăхăтра пахчаçăн мĕнле йышăну тумалли пирки хаçат вулакансене сĕнÿ-канаш пама Чăваш Республикипе тата Чĕмпĕр облаçĕпе ĕçлекен ял хуçалăх надзор управленийĕн специалисчĕ Марина ЗАПАСОвА кăмăл турĕ. Халĕ ăна сăмах:

- Эсир вăхăтлă ыйту хускататăр. Кун пирки манăн паян пĕр иккĕленÿ те çук. Анчах хальлĕхе акнă калчана аталанма хĕвел çути çитсех каймасть. Кун пек чухне тупăш çинчен ĕмĕтленсе малашлăхпа пурăнакан пахчаçă фитолампăпа туллин усă курма пултарать. Нумайăшĕ пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ хăйсен хуçалăхĕнчи ĕçсене çак енпе йĕркелесе пырать. Вĕсен ăнăçăвĕ ыттисене те çĕнĕлĕхсене алла илме хавхалантармалла тесе шутлатăп. Фитолампа вăл - ÿсен-тăрана, чечексене - çав шутра вĕсен калчисене те -хушма çутă паракан çăл куç. Вăл ÿсен-тăрана тĕрек çитĕнме тата аталанма кирлĕ чухлĕ çутăпа çителĕклĕ тивĕçтерме пулăшать.

Фитолампа туяннă чух пахчаçăн çак параметрсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла: хĕрлĕ тата сенкер спектрсем пурри* фитолампăн форми* лампа ĕçленĕ вăхăтра мĕн чухлĕ ăшă кăларни* лампăна кăларакан гаранти вăхăтне мĕн чухлĕ пани.

Фитолампăсем пĕр спекторлă çутă тата харăсах темиçе тĕслĕ пайăрка сапалама пултараççĕ. Кирлĕ спектра ÿсен-тăран аталанăвĕн тапхăрне кура суйласа илес пулать. Кунта çакăн пек спектрсем пулайраççĕ.

1. Сенкер спектрпа калча ÿстернĕ чух усă курни вырăнлă шутланать. Вăл калчана ыйхăран вăратать тата ÿсме хавхалантарать. Ăна кура ÿсен-тăранăн çирĕп тытăмĕ йĕркеленет, çулçăсем çăра симĕс тĕслĕ пулаççĕ.

2. Хĕрлĕ спектрпа ÿсен-тăран чечек çурнă вăхăтра усă курни лайăх, вăл вăрă хутаççисене йĕркеленме пулăшать. Калчана йĕркеллĕ аталанса ÿсме практикăра сенкер тата хĕрлĕ спектрсене ылмаштарса усă курни лайăх пулăшать.

3. Кăвак тата симĕс спектрсем ÿсен-тăран çулçисенче хлорофилл пухăнма тĕкĕ параççĕ.

4. Сарă тата хĕрлĕрех сарă тĕссем фотосинтез процесĕсене хавхалантараççĕ тата ÿсен-тăрана бета-каротинпа тивĕçтереççĕ.

5. Ультрафиолет ÿсен-тăрана симĕс массăна пухма вăй парать, тымар системине аталантарать.

Çур акине хатĕрленсе кил хуçалăхра усă курма пĕчĕкрех хăватлă фитолампăсемпе усă курма сĕнетпĕр. Сăлтавĕ - хăватлисем ÿсен-тăран çулçисене пĕçертсе яма пултараççĕ. Лампăсен формисене ÿсен-тăран йышне кура суйласа илни вырăнлă пулать.

Фитолампăсен курăмлă эффекчĕ - ÿсен-тăран ÿсĕмĕ куç умĕнчех лайăхланни. Калча уçă çутăна туртăнса ÿсет пулсан, вăл ачашланса, вăйсăрланса каять, кайран çăмăллăнах хуçăлать. Ультрафиолет вара ÿсен-тăрана ытлашши туртăнса ÿсме чарать. Çавна пула ÿсен-тăранăн тымарĕсем те, тунисем те, çулçисем те пĕрешкел аталанура пулаççĕ, çирĕпленеççĕ, тухăç никĕсне ÿстереççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6