Рекордсменка ĕне

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 16:53 Просмотров: 36

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче эрнесерен иртекен планеркăра выльăхсен продуктивлăхне пĕтĕмлетни пирки калаçу пулнă. Планеркăна вице премьер, республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă. Планеркăра ăратлă выльăх-чĕрлĕхĕн производство кăтартăвĕсем пирки калаçнă.

Выльăх-чĕрлĕх ăратлăхĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Олимпиада Сверчкова каланă тăрăх, «Чебомилк» компанири 7 çулхи «Ласка» ятлă ĕне сĕт антарассипе чемпионка пулса тăнă. Вăл çулталăкра, типĕ тăнă вăхăта шутламасăр (ку вăхăтра ĕнене сумаççĕ), 305 талăкра 17924 килограмм сĕт антарнă. Çапла вара талăкри вăтам сăвăм 74,8 килогрампа танлашнă. Çак кăтарту - Чăваш Енре селекципе ăратлăх ĕçне тĕллевлĕ аталантарнин палли. Регионта ял хуçалăх производство коопера- тивĕсенче тытакан ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине юлашки çулсенче 100 процента çитернĕ. Сĕт сумалли ĕнесем тытнă çĕрте ăратлăхпа ĕçлекен 15 организаци те паян голштин ăрачĕпе ĕçлесе пырать.

Çакнашкал лару-тăрура регионĕпех сĕт сăвасси ÿсĕм çулĕпе пырать. «2024 çул пĕтĕмлетĕвĕпе республикăра сумалли пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм - 8011 килограмм. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 8,3 процент пысăкрах», - палăртнă ЧР вице-премьерĕ Сергей Артамонов.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6