Пĕтĕ сурăха пăхасси

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 16:51 Просмотров: 65

Ĕне тытма пăрахнă хыççăн сурăхсем пуçларăмăр. Халĕ таврара хĕл кунĕсем тăраççĕ. Сурăхсен вара çывăх вăхăтрах пăранламалла. Çак вăхăтра вĕсене пăхас ĕçре хăйне евĕр йĕрке пурах-тăр, анчах эпир вĕсене йăлтах пĕлместпĕр. выльăх тухтăрĕ ăнлантарса парсан лайăх пулмаллаччĕ. Пулăшаймăр-ши?

Иван СМИРНОВ. Катькас тăрăхĕ.

Муркаш муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакансем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп йышлă усрани ял çыннине хăйĕн экономикине тĕрекрех тытса пыма, малашлăха шанчăклăрах пăхма май парать. Ку вара хушма тĕллевсем çуратать. Анчах ялта пурăнакан кашни çын зоотехник тата ветеринар пĕлĕвне пĕлсех каймасть. Çавăнпа та хаçат редакцине выльăхчĕрлĕх, чăх-чĕп усрассипе кирлĕ сĕнÿсем ыйтса çырусем чылай килеççĕ. Вĕсенчен пĕринпе иртнĕ кунсенче Геннадий СПАСКИН выльăх тухтăрне паллаштартăмăр. Вăл пирĕн ыйтăва кăмăлпах йышăнчĕ. Сирĕн те сĕнÿсем, ыйтусем пулсан, тархасшăн, пирĕн патăмăра тухăр. Вĕсемпе те хамăр вулавçăсене паллаштарăпăр, калаçăва специалистсене явăçтарăпăр.

Тĕрĕс ыйту хускатать хаçат вулакан. Вăл хамăр округра пурăнакан тата килти хушма хуçалăх тытакан ытти çыншăн та ытлашши пулмĕ. Мĕншĕн тесен ялта пурăнакансем юлашки çулсенче сурăхсем çине тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Вĕсем иртнĕ çул пĕтĕленсе юлнă пулсан, паян шăпах вĕсен пăранламалли тапхăрĕ çитсе пырать. Çак вăхăтра кил хуçин алă усса лармалла мар. Путексем сывă та çирĕп кĕлеткеллĕ çуралччăр тесен сурăхсене лайăх апатпа тăрантарма тăрăшмалла, вĕсене вăхăтра шăвармалла. Пăранлас вăхăт çывхарнă май сурăха хырăмлăхра лайăх ирĕлекен паха апат кăна пани вырăнлăрах шутланать.

Уяр çанталăкра сурăхсене картана уçăлма кăларăр. Кун пек чух вĕсен апат анаслăхĕ ÿсет, пăранлама та çăмăлрах пулать. Сурăхсем лайăх пăранлаччăр тесен кил хуçин çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

—апатланăва çĕрĕк пахча çимĕç памалла мар*

— апатра силос, тымар çимĕç сахалрах пулмалла*

—кăвакарнă апат сиенлĕ пулнăран ăна пачах пама юрамасть*

— ытла сивĕ шыв ĕçтересрен те асăрханмалла.

Сурăхсене тытакан витере ай сарăм хулăн та таса пулмалла. Витере сывлăш ялан таса тăтăр тесен ăна уçăлтарсах тăмалла. Сурăхсем тăнă пÿлĕмре витĕр çил (сквозняк) пуласран асăрханмалла. Çакна валли витере вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттермелле. Сурăх пăранланă вăхăтра витере 14-17 градус ăшă пулни чи лайăх температура шутланать.

Маларах асăннă йĕркесене пăхăнсан тата вĕсене кун йĕркинчен кăлармасан путексем таса-сывă çуралĕç. Килти хушма хуçалăх тытса пыраканшăн та вĕсем хушма тупăш никĕсĕ пулĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6