Муркашсем иртнĕ шăматкун Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреев ячĕпе ирттерекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне 43-мĕш хут тухрĕç.
Старта тухакансене малтан унăн хĕрĕ Валентина Евтихеевна саламларĕ, муркашсене кулленхи ĕçре ÿсĕмсем сунчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Муркаш округĕнчи депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов саламларĕ. Вăл муркашсем ĕçре кăна мар, спортра та маттуррине палăртрĕ.
Малтан старта ветерансем тухрĕç. 40 çултан аслисем хушшинче 1 км дистанцире Дмитрий Полтанский çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Сергей Валежников тата Алексей Матюхин.
Ку ÿсĕмри хĕрарăмсем хушшинче Надежда Волкова çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Надежда Попугаева. 50 çултан аслă арçынсем хушшинче Валерий Жданов çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Владимир Иванов тата Сергей Тимофеев. Хĕрарăмсем хушшинче Зинаида Васильевăна çитекенни пулмарĕ.
Унтан йĕлтĕр йĕрĕ çине шкул ачисем тăчĕç, тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Вĕсен кăтартăвĕсемпе Муркаш округ администрацийĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.
Арçынсемпе хĕрарăмсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. 3 км дистанцире арçынсем хушшинче СВО ветеранĕ Сергей Васильев çĕнтерчĕ.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Дмитрий Григорьев тата Сергей Валежников. 2 км дистанцире хĕрарăмсем хушшинче Анастасия Попугаева мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Диана Соловьева тата Сильвия Петрова.
Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн командăсем хушшинче кăтартусем çапла пулчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче Шетмĕпуç шкулĕн команди çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Шомик тата Сыпай шкулĕсен командисем.
Вăтам шкулсем хушшинче Çатракасси шкулĕн команди мала тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Муркаш тата Ярапайкасси шкулĕсен командисем.
Ĕç коллективĕсем хушшинче территори пайĕн команди çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - орининсем тата шалти ĕçсен пайĕн команди.
Мала тухнисем медальсемпе дипломсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç, çĕнтерÿçĕ командăсем - кубоксене.
Август 2026 |
