Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн сывă пурнăç йĕрки яланах тĕп вырăнта. Çакăнта шашка-шахмат вăййисене кăмăллакансем уйрăммăн тăраççĕ. Ку йышра шкулта вĕренекенсем те, аслă ăрурисем те сахаллăн мар.
Шашка-шахмат вăййисене юратакансем нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче округра иртнĕ «Патриотсем» уçă турнира хутшăннă. Асăннă турнира йĕркелеме аслă ăрурисем активлă хутшăннăран кăçал унта округри шкулсенче вĕренекен ачасемпе пĕрле аслă ÿсĕмрисем пурĕ 75 спортсмен хутшăннă.
Турнир пуçаруçи - депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ Леонид Андреев. Турнира йĕркелессишĕн явапли муниципалитет округĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ пулнă.
Турнира хутшăнас кăмăллисене пурне те шашка-шахмат выляма ирĕк панă. Шкулта вĕренекенсем 3 ушкăнта ăмăртнă: 1 - 4-мĕш классем, 5 - 8-мĕш классем тата 9 - 11-мĕш классем. Аслисем вара хĕрарăмсем тата арçынсем хушшинче вăй виçнĕ. Ачасем шашкăлла çеç вылянă пулсан, аслисем шашкăлла та, шахматла та ăмăртнă. Кашни ушкăнрах хăйсен çĕнтерÿçисем палăрнă.
Шкул ачисем хушшинче Муркашри, Çатракассинчи, Орининти, Калайкассинчи, Чуманкассинчи, Нискассинчи вăтам шкулсенче тата Шомикри тĕп шкулта вĕренекенсем ăста пулни палăрнă.
Аслă ÿсĕмрисемпе пĕрле шашкăлла выляссипе вăй виçсе Орининти вăтам шкулта вĕренекен Станислав Яруков спорт мастерĕ тата шахматла выляссипе 9 çулхи Архип Морозов çĕнтернĕ.
Ăмăртăва йĕркелекенсем турнира хутшăнма кăмăл тунă кашни спортсмена тав тунă, çĕнтерÿçĕсене чысланă.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
