Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ паян хамăр ен аталанăвĕн кашни утăмĕнчех куç умне пулать. Халĕ калани килти хушма хуçалăхра та, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче те, округри промышленность предприятийĕсемпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра та кулленхи йывăрлăхсене çĕнсе мал туртăмлă аталаннинче курăнать.
Муниципалитет округĕнчи пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем хăйне евĕр курăмлă вырăн йышăнаççĕ. Нумайăшĕ производствăн чи ăнăçлă технологийĕсене алла илсе малашлăх ĕмĕтпе ĕçлесе ыттисемшĕн аталану тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Иртнĕ тунтикун, нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Муркашри Гагарин урамĕнче (çар комиссариатĕнчен инçех мар) «Пятерочка» магазин алăкĕсене уçрĕ, тавар туянакансемпе çывăхланчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе малалла утăм турĕ. Пĕлтĕр строительсем çĕнĕ магазинăн фундаменчĕпе ĕçлеме пуçларĕç. Мал ĕмĕтпе пуçăннă ĕç хăвăрт малалла утăмларĕ. Иртнĕ тунтикун, нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче, «Азимут-Центр» чикĕллĕ яваплăхлă общество строителĕсем тăрăшнипе (ертÿçисем Евгений Мартыновпа Дмитрий Романов) çурта хута яма хатĕрлесе çитерчĕç.
- Пирĕн тĕллевре муниципалитет округĕнч е пурăнакансен пур çемьере те сĕтел çинче ăшă та çемçе çăкăр, паха пахча çимĕç, тутлă та пылак шыв, канфет-пĕремĕк çителĕк лĕ пултăр, ял çынни çĕнĕлĕхсемпе пĕр урапа çинче пытăр тесе пулăшас ĕмĕт пысăк. Çакна валли майсем пур. Унпа магазина çÿрекенсем те кĕçех çывăх паллашĕç тесе шутлатăп, - каласа парать «Пятерочка» магазин ертÿçи Полина Васильева.
Магазина уçма муниципалитетокруг администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Мясников хутшăнчĕ.
«Çĕнĕ магазин Муркаша килекенсемшĕн тавар туянма меллĕ вырăн пуласса шанатăп. Кунта суту-илÿ йĕркелекенсем те хăйсен культурине çÿллĕ шая çĕклессе, вĕсене ăнланса тавар туянакансем те йышланасса шанатăп. Çапла пултăрччĕ», - терĕ çĕнĕ магазина уçса хăю каснă май Андрей Валерьевич.
Полина Васильева ертсе пыракан коллективра паян 12 çын ĕçлет. Вĕсем хушшинче Администраторсемпе пекарьсем икшерĕн тата 5 сутуçă.
- Хамăр ума лартнă тĕллевсене эпир вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçлама тăрăшăпăр. Тавар туянаканшăн пирĕн патăмăрта иккĕленÿ пулмĕ, - терĕ çĕнĕ магазинпа тата кунта ĕçлекенсемпе паллаштарнă май Полина Геннадьевна.
Сутуçăсемпе калаçнинчен çакна ăша хыврăм. Коллектив ĕç пахалăхĕ хăйĕнчен килнине лайăх ăнланать.
«Пирĕн бизнес тăван округ тата Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пултăр! Аталану çулне вара пĕрле уçса пырăпăр», - терĕç сутуçăсем манпа сывпуллашнă май. Яваплăха туякансен ĕçĕ ăнасса шанса тухрăм эпĕ хăтлă та илемлĕ, пуян магазинтан.
Çапла пултăр! Ăнăçу сире, туслă коллектив!
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
